20 апреля 2011 г.
Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕ палăртнă тăрăх, çулсерен 10 миллион çыннăн туберкулезăн уçă форми аталанать, 3 миллион çын çак чире пула пурнăçран уйрăлать. Вăхăтсăр вилекенсенчен кашни тăваттăмĕшне асăннă инфекци нушалантарни паллă.
Чир сăлтавĕсене тата ыттине уçăмлатас тĕллевпе эпĕ районти тĕп больницăн фтизиатрĕпе Н.М.Миннетуллинапа курса калаçрăм.
— Наиля Мирсаидовна, инфекци çаклатнисенчен чылайăшĕ ÿпке туберкулезĕпе нушаланать. Чир ытти органсене те сиенлеме пултарать-и?
— Туберкулез — шала каякан чир. Сывлăх хавшанине кура ăна палăртма йывăр мар. Инфекци чылай чухне (80—90 процент) сывлав тытăмне витĕм кÿрет. Унсăр пуçне шăмăпа сыпă, пÿре, ÿт-тир, пыршăлăх, куç, пуç мими тĕртĕмĕн тата ытти органсен туберкулезĕ аталанас хăрушлăх пур.
— Микобактери пирки ытларах каласа парсамăр.
— Микобактери килти тусанра 10 кун таран сыхланать. Кĕнеке страници, тетте çинче 3 уйăх таран пурăнать.
Туберкулезпа нушаланакан çын сурчăкĕ типсен те микобактери çухалмасть. Вăл та сывă çынна çулталăкĕпех сиен кÿме пултарать.
— Наиля Мирсаидовна, чир çынна мĕнле çул-йĕрпе ерет?
— Ăсчахсем тахçанах чир икĕ тĕрлĕ ерме пултарнине палăртнă. Пĕрремĕшĕ — туберкулезпа аптăракан çынпа хутшăнни сывлăха хавшатас хăрушлăх пур. Иккĕмĕшĕ — иммунитет хавшанине пула чир çĕнĕрен вăй илет. Микобактери лимф тĕввинчен тухса пĕвере кăна мар, ытти органа та сиенлеме пултарать.
— Тин çуралнă ачасене пирĕн çĕр-шывра хăçантанпа вакцина тума пуçланă?
— Пирĕн çĕр-шывра тин çуралнă ачасене 1926 çултанпа туберкулезран БЦЖ вакцинине тума пуçланă. Ăна сылтăм хулран тăваççĕ.
— Наиля Мирсаидовна, чир ернине мĕнле пĕлмелле?
— Ытларах чухне ачасен, çамрăксен сывлăхне Манту реакцийĕ урлă тĕрĕслеççĕ. Аслăраххисен флюорографи тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла.
Хăвăрт ывăннине, апат анманнине, сăлтавсăр тарланине, сывлăш пÿлĕннине, ÿсĕрнине сиссенех тухтăртан пулăшу ыйтмалла. Шала кайнă туберкулеза çĕнтерме çук, малтанхи тапхăрта вара чиртен хăтăлма пулать.
— Калаçушăн тавтапуç. Сире ĕçре ăнăçу сунатăп.
Источник: "Каçал Ен"