20 апреля 2011 г.
Кашни çыншăн чи хакли — хăтлă кил-çурт, туслă çемье, чи çывăх тăвансем. Кунта пĕр-пĕрне хисеплени, юратни, кунсерен курнăçма хатĕрри малти вырăнта тăрать.
Эпĕ Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнче 4-мĕш класра вĕренетĕп. Тăван район хаçатĕнче пирĕн çемье çинчен çырса кăтартасшăн. Нумайăн эпир, сакăр çын пĕрле килĕштерсе пурăнатпăр. Чи асли — Марфа Александровна, аслă асанне, 92 çулта пырать. Çак хисеплĕ хĕрарăм çемьери йĕркелĕхе тытса пырать. Ковчегри Ной тейĕн, çемье карапне путма памасть. Чун-чĕререн хисеплетпĕр ăна.
Ман кукамайпа кукаçи — Вера Алексеевнăпа Григорий Ефимович Пыркинсем. Çемьере сиксе тухакан пĕтĕм ыйтăва пĕрле сÿтсе-явса татса параççĕ. Чи савăнмалли — вĕсем 1961 çулхи апрелĕн 12-мĕшĕнче пĕрлешсе çемье çавăрни. Çак кун Хырай Ĕнелĕнче туй кĕрленĕ. Ун чухне шутланă-ши манăн кукамайпа кукаçи Космонавтика кунĕнче алла-аллăн пĕрле çул утма пуçлассине? Паян вĕсем ылтăн туй кĕрекине ларчĕç. Ялти хисеплĕ çынсене пурнăçĕнчи паллă кун ячĕпе чи çывăх çыннисем тулли кăмăлтан саламласа канлĕ ватлăх сунчĕç. Мĕнле кăна ăшă сăмах пулмарĕ пулĕ çак юбилейре.
Чун-чĕререн юрататăп эпĕ хамăн çемьене, вăл мана кашни ир тăрсан ăшă туйăм парнелет, вĕренÿре пулăшса пырать.
Аслă ăрури пирĕн ветерансем, паллах, уяв кĕрекинче нумай ларма юратмаççĕ. Çавăнпа эпир аннепе иксĕмĕр вĕсем валли пĕчĕк концерт хатĕрлетпĕр, тутлă апат-çимĕçпе сăйлама тăрăшатпăр. Çакă вара уяв саманчĕсене татах та пуянлатать.
Источник: "Каçал Ен"