АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Акана вăрлăхсăр та тухма пулать-ши?

20 апреля 2011 г.

Кăçалхи çур акине ирттерсе яма районти хуçалăхсем хывса хăварнă тырăсен вăрлăхне 27139 центнер тĕрĕслеттернĕ. Çурхи ĕçсен вăхăчĕ çитрĕ те. Вун икĕ хуçалăхра паян пĕтĕм вăрлăх акма юрăхлă кондицие тивĕçтерет. «Слава», «Дружба», «Асаново», «Луч», «Заря», «Пайгас» кооперативсенче, Хайрутдиновăн, Минатуллинăн фермер хуçалăхĕсенче вăрлăх пахалăхĕ аваннисен шутне кĕрет тесе каламалла. Çапла вара апрелĕн 15-мĕшĕ тĕлне тырăсен районти пĕтĕм вăрлăхĕн 84 проценчĕ акма юрăхлă кондицире тăрать. Çав вăхăтрах 14 хуçалăхра 4431 центнер таса мар вăрлăх пур. Акма тухас умĕн тасатса ĕлкĕретпĕр теççĕ-ши? Çакна вăрлăх пахалăхĕшĕн питех сиксе ÿкменнипе кăна ăнлантарса пама пулать. Пĕтĕм ĕçе пĕр кунта туса пĕтерейместĕнех. Тепĕр енчен, тасатнă, улăштарса çĕнетнĕ, туяннă вăрлăха паян-ыранах тĕрĕслев витĕр кăлармалла. Тата та пăшăрхантараканни вара — «Восход» агрофирмăра, «Золотой колос» фермер хуçалăхĕнче пĕр пĕрчĕ вăрлăх та çукки. Çуракине вăрлăхсăр та тухма пулать-ши? Ăнланма йывăр. Хывса хăварнă вăрлăхĕсем пулсан, тĕрĕслеме илсе килмелле.

Районĕпе 6,7 процент е 1814 центнер суперэлита тата элита вăрлăх пур. Паллах, ку питĕ сахал. Апла пулсан, пĕлтĕрхи çур аки умĕнхи кăтартусемпе те паллашни вырăнлă пулĕ. Пысăк пахалăхлă (супер элита, элита) вăрлăх 4460 центнер акăннă, çакă пĕтĕм вăрлăхăн 11 процентне йышăнать. Кондициллĕ вăрлăх та 95 процентпа танлашнă. Куратăр, уйрăмлăх пысăк. Паллах, çулпа çул пĕр пек килмест, анчах вăрлăх ыйтăвĕ малти вырăнта пулмаллах.

Вăрлăха улăштарса çĕнетес енĕпе «Асаново», «Искра», «Труд», «Пайгас», «Победа» хуçалăхсем, «Сюрбеево» ООО аван ĕçленине палăртсах хăвармалла. Вĕсем тăрăшнипе районĕпе 1505 центнер вăрлăх çĕнетнĕ. Анчах та чылай хуçалăх ку ĕç çине тивĕçлипе тимлĕх уйăрмарĕ.

Кăçал 22 хуçалăхăн тырăсен 24741 центнер вăрлăхне тĕрлĕ чир-чĕртен тĕрĕслерĕмĕр. Мĕн палăрчĕ; Вăрлăхăн ытларах пайĕ кăвакарнă (пăнтăхпа витĕннĕ), бактериоз, гельминтоспориоз чирĕсемпе чирлĕ. Вĕсене акиччен имçамламалла.

Тырăсен пĕлтĕр хывса хăварнă вăрлăхĕ вĕтĕ пулчĕ, сăлтавĕ паллă — шăрăх çанталăк пĕрсе илчĕ. Шăтма шăтаççĕ, анчах шăтнă хыççăн тăватă çулçă тухсан вĕсен малашнехи ÿсĕмĕ йывăрланать. Çакна пĕтерме, вăйлăрах ÿсме пулăшма пулать. Химипе биологи препарачĕсен хутăшĕпе тата микроэлементсемпе (планриз, псевдобактерин-2) пуянлатса вăрлăх пахалăхне лайăхлатма май пур. Кун пек туни калчасен тымарне вăйлатать, тырра лайăхрах ÿсме çул уçса парать.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика