20 апреля 2011 г.
Апрелĕн 15-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче анлă семинар-канашлу иртрĕ. Унта калаçу Раççей Федерацийĕн 2010 çулхи декабрĕн 29-мĕшĕнче йышăннă саккунне (номерĕ 435-ФЗ) улшăнусем кĕртнине шута илсе ял хуçалăх çĕрĕсемпе усă курассинчи уйрăмлăхсем пирки пулчĕ.
Çак пысăк канашлăва Чăваш Республикин Пурлăх министерствин, Патшалăх регистрацийĕн, Геодезипе картографин управленийĕн, нотариуссен тата çĕр кадастрĕн палатисен представителĕсем килсе çитрĕç. Семинара ял поселенийĕсен пуçлăхĕсене, специалисчĕсене, ял хуçалăх предприятийĕсен руководителĕсене чĕннĕ. Район администрацийĕн яваплă специалисчĕсем те çак канашлăва хутшăнчĕç.
Малтанах республикăн Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ С.А.Енилина сăмах илчĕ. Вăл вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем юридици шайĕнче тăракансем çĕрпе яланлăхах усă курассине тепĕр хут çырса çирĕплетессине пурнăçланине еплерех тĕрĕслени пирки чарăнса тăчĕ. Çак вăхăт тĕлне ку ĕçе кирлин 10,5 проценчĕ чухлĕ кăна пурнăçланă.
Республикăн Реестр управленийĕн председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Е.В. Карпеева çĕр ыйтăвĕсемпе Реестр управленийĕ тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăну тытса ĕçленине çутатса пачĕ.
Пурлăх министерствин пай начальникĕ И.В.Модина ял хуçалăх çĕрĕсемпе усă курассипе çыхăннă саккуна кĕртнĕ улшăнусем çинчен каласа пачĕ.
Чăваш Республикин Реестр управленийĕн пай начальникĕн Т.Г.Расколован сăмахĕнче ял хуçалăх çĕрĕсемпе усă курма патшалăх регистрацийĕ тумалли ыйтусем пулчĕç.
Унтан Ю.П.Иванов сăмах илчĕ. Вăл — республикăри çĕр кадастрĕн палатин тĕп технологĕ. Ку специалист ял хуçалăхĕнче усă куракан çĕрсенчен çĕр пайĕсем уйăрса памалли тата вĕсене патшалăх кадастрĕн шутне кĕртмелли йĕркепе паллаштарчĕ.
Канашлура районти нотариус Л.В.Степанова та тухса калаçрĕ. Вăл хăйĕн сăмахĕнче çĕр пайĕсене, çĕр участокĕсене эткерлĕхе парас ыйтусене хускатрĕ.
Семинар-канашлури кашнин доклачĕ çĕрпе çыхăннă паянхи пурнăç ыйтăвĕсене тарăннăн çутатса пачĕ. Республика представителĕсем хăйсен сăмахĕсенче нумай-нумай тĕслĕх илсе кăтартрĕç, залра ларакансен ыйтăвĕсем çине тулли хурав пачĕç.
Канашлу ĕçне район пуçлăхĕ Е.И.Карпеев пĕтĕмлетрĕ.
Источник: "Каçал Ен"