20 апреля 2011 г.
Паянхи кун районти ял хуçалăх предприятийĕсенчи машинăпа техника паркĕсенче ĕç вĕресе çеç тăрать. Тракторсемпе пĕрлех кăкарса ĕçлемелли техникăна та юсаççĕ. Механизаторсем хăйсене çирĕплетсе панă плугсене, сеялкăсене, культиваторсене тата ытти агрегатсене хире тухма хатĕрлеççĕ.
Çулсеренех иртекен техника тĕрĕслевĕ малалла пырать. Хальлĕхе комисси 20 яхăн предприяти, уйрăм хуçалăх тракторĕсене, прицепĕсене тĕрĕслесе пĕтĕмлетÿсем тунă. Тракторсен 90 проценчĕ ĕçе хатĕр, прицепсен 50 проценчĕ ĕçе тухма юрăхлă. Уйрăмах «Дружба», «Асаново», «Восток», «Луч» ял хуçалăх кооперативĕсенче, Минатуллинăн фермер хуçалăхĕнче тракторсене тĕплĕн хатĕрлени кăмăла кайрĕ. Техника тĕрĕслевĕ вăхăтĕнче ултав кирлĕ мар. Мĕншĕн тесен каярахпа вăл е ку кăлтăк хăвăрах пырса çапма пултарать. Уй-хирте ĕçленĕ чухне трактор чăхăмлани мĕн чухлĕ чăрмав кÿрет. Çакă хуçалăхшăн та, хăвăршăн та сиенлĕ.
Техника тĕрĕслевĕ вăхăтĕнче, тĕпрен илсен, мĕнле кăлтăксем асăрхарăмăр-ха эпир? Чылай прицепсен тормозĕсем ĕçлемеççĕ, авари пулнине пĕлтерекен паллăсем (аварийные знаки) çук. Удостоверенисене улăштармалла. Унсăр пуçне вак-тĕвек кăлтăксем асăрхарăмăр. Вĕсене механизатор самантрах пĕтерме пултарать.
Шел пулин те хăш-пĕр хуçалăхсенче механизатор кадрĕсем çитменни палăрать. Çывăх вăхăтрах ăна татса парасчĕ.
Хирсене тĕл-тĕл çеç мар, лаптăкăн-лаптăкăн та хура тĕс çапрĕ. Çавăнпа та техникăна хатĕрлес ĕçе вăйлатасчĕ.
Источник: "Каçал Ен"