АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăл - пуриншĕн те тĕслĕх

16 апреля 2011 г.

Сăнанă-и эсир, пурнăç йывăрлăхĕсене чăтса ирттернисене ватлăх та парăнтараймасть. Вĕсем халĕ те пăрчăкан пекех ĕçчен те вăр-вар, пиçĕ чун-чĕреллĕ, çирĕп кăмăллă, сăпайлă, нимĕнле йывăрлăх умĕнче те пуç усмаççĕ — çĕнтерме хăнăхнă. Сăмахăм паян Шалти ĕçсен министерствин ветеранĕ Кира Ивановна Еремеева пирки пырать.

К.И.Еремеева (хĕр чухнехи хушамачĕ Иванова) Çĕрпÿ районĕнчи Çирĕккасси ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ачасенчен вăл тăваттăмĕш пулнă. Хресчен çемйинче çуралса ÿснĕскер, мĕн пĕчĕкренех ĕçе хăнăхнă.

Шкулта тăрăшса вĕреннĕ хĕр ача. «Уйрăмах вырăс чĕлхипе литература предмечĕсене килĕштереттĕм. Вырăссен паллă поэчĕсен сăввисене пăхмасăр калама хуть хăш вăхăтра та пултарнă»,— аса илчĕ ачалăхне ветеран.

Вăтам шкултан вĕренсе тухсан хĕр тăван колхозра ĕçленĕ. 1949 çулта Сĕнтĕрвăрри (унччен Октябрьски) районĕнчи паспорт паракан уйрăмра ĕçлеме пикеннĕ.

Кира Ивановна çавăнтах хăйĕн шăпине тупнă, 1951 çулта Василий Сергеевич Еремеевпа пурнăçне çыхăнтарнă.

1965 çулта Василий Сергеевича Комсомольски лесничествине ĕçлеме яраççĕ. Кира Ивановна вара районти шалти ĕçсен пайне вырнаçать, паспорт паракан уйрăма ертсе пырать. «Паллах, хĕрарăма ар çынпа тан ĕçлеме йывăр. Каçхи дежурствăсене те тухнă, киревсĕр ĕç тăвакансене те тытса чарнă тĕслĕхсем пулнă. Аса илес пулсан, каласа пĕтерме те вăхăт çитмест пулĕ. Ветерансенчен халĕ чылайăшĕ пиртен уйрăлса кайнă. З.В.Германов, А.М.Иванов, Р.Б.Шигапов, Н.В.Васильев, П.В.Лапшин милици уйрăмĕн начальникĕсемпе ĕçлерĕм. Вĕсем тата ыттисем çинчен ырăпа кăна аса илетĕп»,— терĕ Кира Ивановна аса илÿ çăмхине малалла кустарса.

Тивĕçлĕ канури милици майорĕн Еремееван асĕнче юлакан чи хаклă наградăсенчен пĕри вăл — «Милици отличникĕ» паллă. «Пирвайхи яланах чи хакли вăл»,— йăл кулчĕ ветеран.

Халĕ Кира Ивановнăпа Василий Сергеевич Комсомольскинче хăйсен хăтлă çуртĕнче пурăнаççĕ. Тирпейлĕ те таса пÿлĕмсенче чечексем ÿстереççĕ. Картишĕнче чăх-чĕп усраççĕ.

Сăмах май, Василий Сергеевич Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕ. Шăкăл-шăкăл калаçса пурăнаççĕ ватăсем. Еремеевсен аслă ывăлĕ Борис Калуга облаçĕнче çемйипе тĕпленнĕ. Вăл пурнăçне çарпа çыхăнтарнă. Хĕрĕ Тамара вара районти тĕп больницăра чылай çул тăрăшать. Тамара Васильевна та, амăшĕ пекех, ĕçчен те сăпайлă, кăмăллă. Çавăнпа та ĕнтĕ ăна коллектив та, ял-йыш та, сывалма килнисем те хисеплеççĕ. «Ĕçне чунтан парăннă», — теççĕ врач пирки çынсем.

К.И.Еремеева ветеран паянхи кун ачисемшĕн кăна мар, пирĕншĕн те ырă тĕслĕх вырăнĕнче.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика