16 апреля 2011 г.
Викторина чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай çуралнăранпа 50 çул çитнĕ ятпа иртет. Ăна Чăваш наци музейĕ ирттерет. Пĕтĕм ĕçсене йĕркелесе пыма вара Шупашкарти Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ музей ĕçченĕсене хушнă. Вĕсем çак тапхăр тĕлне «Чăваш—чăваша!..» курав уçнă. Кунта Валери Туркайăн çемье архивĕнчи материалсем нумай. Викторина-конкурс республикăри вăтам шкулсенче вĕренекенсем хушшинче иртет. Вăл икĕ этаппа пулать. Хуравсене кăçалхи майăн 10-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Пĕтĕмлетÿсене майăн 11—17-мĕшĕсенче тăваççĕ, майăн 18-мĕшĕнче вара 15 сехетре çĕнтерÿçĕсене чыслаççĕ. Викторинăра палăрнисене дипломсем, асăнмалăх парнесем кĕтеççĕ. Çеçпĕл Мишшин фончĕ поэт çуралнă яла тÿлевсĕр кайма путевка та парать.
Çĕнтерÿçĕсене вара икĕ номинаципе палăртаççĕ: «Хуласенчи шкулсенче вĕренекенсен чи лайăх ĕçĕсем», «Ялсенчи шкулсенче вĕренекенсен чи лайăх ĕçĕсем». Материалсене чăвашла тата вырăсла çырма юрать, вĕсене Çеçпĕл Мишши музейĕнче йышăнаççĕ. Адресĕ: Шупашкар хули, Çеçпĕл урамĕ, 8-мĕш çурт, телефонĕ: 8(8352) 58-08-78.
Источник: "Каçал Ен"