16 апреля 2011 г.
Апрелĕн 6-мĕшĕнче кăнтăрла иртсен Ярославле каякан прицеп çаклатнă автофургон водителĕ, ун умĕнче тăракан автомашинăна çитсе тăрăнас мар тесе, тормозĕ çине çирĕп пусса хунă. Малалла вара мĕн пулса тухнине калама та хăрушă. Фургон прицепĕн хыçалти ураписем татăлса каяççĕ, прицепĕ вара çул хĕрринче тăракан ВАЗ-21703 автомашина çине пырса тăрăнать. Кунта 8 çулхи хĕр ача автомашинăн хыçалти ларкăчĕсем çинче ларнă пулнă. Темех пулман, хĕр ачана вăхăтра больницăна илсе çитернĕ, пурнăçне хăтарса хăварнă. Эпир мĕн каласшăн: транспорт хатĕрĕсем çине лартнă ачасен пурнăçне сыхлас тесен çулсем çинчи правилăсен 22.9 статйине çирĕп пăхăнмалла, унта хăрушсăрлăх пиçиххийĕсем пирки те каланă, çул çине ачасене лартса тухакан ашшĕ-амăшĕсен ытти яваплăхне те кăтартса хăварнă.
Источник: "Каçал Ен"