16 апреля 2011 г.
Хаçат страницисенче районти административлă комисси ялсенчи урамсенче тирпей-илеме пăсакансем пирки милици сотрудникĕсем çырнă протоколсене пăхса тухса саккунпа килĕшÿллĕн явап тыттарни çинчен пĕрре кăна мар çырнă. Анчах лару-тăру лайăх енне улшăнни палăрмасть. Акă, апрелĕн 13-мĕшĕнче те комисси шалти ĕçсен пайĕнчен килнĕ 25 ĕçе пăхса тухрĕ. Хăшĕ хăйсен умне строительство материалĕсем, вутă е нумай çул выртакан ял хуçалăх техникин кивĕ пайĕсене купаласа хунă. Теприсем тата хуçалăхри тасамарлăха урама тухса тăкаççĕ, кăларса пăрахаççĕ. Хăшĕ-пĕри йыттисене ирĕке ярать. Комисси членĕсем икĕ çынна 500-шер тенкĕ (йытăсене ирĕке янăшăн), виççĕшне 200-шер тенкĕ штрафлама йышăнчĕç. Пĕри тата ялти культура çуртне çул çитмен ачасене кĕртсе тултарнă, вĕсем унта çурçĕр иртсен 2 сехетчен хуçаланнă. Çак тапхăрта хăй килте пулнă. Унăн патшалăх кассине 1000 тенкĕ тÿлеме лекет.
Çак çулсенче комисси ларăвĕнче районти кашни ялтанах йĕркене пăснă тĕслĕхсемпе протоколсем нумай пулчĕç пулин те лару-тăру улшăнни курăнмасть. Административлă комиссин малашне йĕркене пăсакансенчен çирĕпрех ыйтмалла пулĕ.
Источник: "Каçал Ен"