АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăшшăн кĕтсе, ырă сунса

13 апреля 2011 г.

Комсомольскинчи суту-илÿ çуртне кунсерен темиçе çĕр çын кĕрсе тухать. Район центрне килнисем унта кĕмесĕр каялла каймаççĕ. Мĕншĕн тесен кунти чылай тавар хакĕ пасартинчен те йÿнĕрех. Уйрăмах ку енĕпе атă-пушмак, кĕпе-тумтир, телевизор тата килте усă куракан ытти техника, сĕтел-пукан хакĕсене палăртмалла. Ку çеç-и? Кунта таса, тирпейлĕ, кашни тавар хăй вырăнĕнче. Чи пахи вара — сутуçăсен ĕçченлĕхĕ, ăшă кăмăлĕ. Вĕсем «Суту-илÿ çуртне» пыракансене ăшшăн кĕтсе илеççĕ, ырă сунса ăсатса яраççĕ. Суту-илÿ çуртĕнче ассортимент пысăк, кунта халăх ыйтăвне тивĕçтерекен пур тавар та çителĕклĕ. Автомашинăсем кăна сутмаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ çак магазина ытти районсенчен те, Тутарстан Республикинчен те тавар туянма килсех тăраççĕ. Унсăр пуçне суту-илÿ çурчĕ районти ялсенчи магазинсене те тĕрлĕ таварпа тивĕçтерсе тăрать. Ял поселенийĕсем те культура çурчĕсем валли кунтанах кирлĕ тавар туянаççĕ. Районта тĕрлĕ организацисем те — суту-илÿ çурчĕн чи çывăх клиенчĕсем. Çавăнпах ĕнтĕ унăн тавар çаврăнăшĕ çулсеренех ÿссе пырать.

Паллах, ĕçре ÿсĕмсем тăвасси кунта вăй хуракансенчен килет. Суту-илÿ çурчĕн çăмăл мар ĕçне Ирина Кочанова йĕркелесе пырать. Çирĕм çул ытла суту-илÿре тăрăшакан пултаруллă та хастар ĕçчен вăл. Ирина Васильевна тĕллевсене туллин пурнăçлас тесе хăйĕнчен мĕн килнине пурне те туса пырать. Тĕрлĕ енлĕ çыхăнусене çирĕплетсе тăрать. Çавăнпа тавартан пуян ĕнтĕ вăл.

Унта пурĕ 21 çын вăй хурать, вĕсенчен 16-шĕ — прилавок ĕçченĕсем. Чылайăшĕ суту-илÿре 15—20 е ытларах та çул тăрăшать. Акă, кĕпе-тумтир пайне Валентина Степанова ертсе пырать. Унпа пĕрле кунсерен тăватă сутуçă тавар туянакансен ыйтăвне тивĕçтерме тăрăшать. Культура таварĕсен пайĕнче те тăваттăн. Вĕсен ĕçне Татьяна Венедиктова йĕркелесе пырать. Галантери пайĕпе (кунта виçĕ сутуçă) Надя Демина ĕçлет. Елена Волкова вара — сĕтел-пукан сутакан пай ертÿçи. Кунта виççĕн тăрăшаççĕ. Кĕнекесем сутакан пай вара хăйĕн курăмлă ĕçĕпе республикăра та пĕрремĕш вырăн йышăннă. Нумай-нумай çул вăй хурать кунта кĕнеке сутассине витĕмлĕрех йĕркелес тесе С.Краснова. Социаллă пĕлтерĕшлĕ кĕнекесем нумай сутса республика шайĕнче палăрнă Светлана Николаевна.

Малашне те ĕçĕ ăнса, чĕрисенче ăшă туйăм сарăлсах пытăр «Суту-илÿ çуртĕнче» вăй хуракансен. Тавар туянакансен унта килме сукмакĕ яланах такăр пултăр. Районти потребительсен обществи хăйĕн пултаруллă ĕçченĕсен тăрăшулăхĕпе ĕнтĕ çулсеренех республикăра кăна мар, Раççейре те малти вырăнсене йышăнать.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика