АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туслă çемье

13 апреля 2011 г.

Çемье вăл — ăшă та хăтлă карап. Ăна хирĕçле нимĕнле çил-тăвăл та тăраймасть. Кашни çын, арçын-и вăл, е хĕрарăм-и, хăйĕн Турă çырнă мăшăрне тупса çемье çавăрма тăрăшать. Л.Н.Толстойăн «Анна Каренина» романĕ çакăн пек сăмахсенчен пуçланать: «Пĕтĕм телейлĕ çемье пурте пĕр-пĕрин пек, кашни телейсĕр çемье вара хăйне май телейсĕр». Мĕнле шухăша ăнлантараççĕ-ши çак сăмахсем? Çемье телейĕ мĕнрен килет-ши?

Ман шутпа, çемьере туслăхпа килĕшÿ пулсан, чунтан кĕтнĕ ачасем сывлăхлă та телейлĕ çитĕнсен тата мĕн кирлĕ! Çакăн пек çемьесем нумайрах пулсан çĕр-шыв тĕреклĕ те çирĕп пулĕ.

Ун пеккисенчен пĕри — Тутар Элпуçĕнчи Сейфулловсен çемйи. Эльвира Селимдяновнăпа Самат Минзекиевич иккĕшĕ те çак ялтах çуралса ÿснĕ, пĕр шкула чупнă. Шкул пĕтерсен Эльвира Улатăрти ял хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухать. Самат вара Патăрьелĕнчи СПТУра водитель профессине алла илет. 1993 çулта районти шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлеме пуçлать. Пилĕк çултан «Дружба» колхоза таврăнать, каярахпа ялти культура çурчĕн директорĕнче ĕçлеме пуçлать.

Эльвира, алла специальноç илсен, Элпуç ял администрацине ĕçе вырнаçать. Паянхи кун та вăл çав ĕçрех тăрăшать.

Çамрăксем 1998 çулта туй туса çемье çавăраççĕ. Икĕ çул тĕп килте пурăннă хыççăн вĕсем çурт лартса уйрăлса тухаççĕ.

Сейфулловсем икĕ ача çитĕнтереççĕ. Асли — Марат, шкулта вĕренет, Аделя ача садне çÿрет. Ачисем тĕрĕс те ăслă-тăнлă, çирĕп сывлăхлă, таса кăмăллă ÿсчĕр тесе тăрăшаççĕ ашшĕпе амăшĕ.

Килте тирпей те илем хуçаланать вĕсен. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Ачисем те пĕчĕклех ĕçе хăнăхса ÿсеççĕ.

Чăннипех те мухтанатпăр та савăнатпăр çавăн пек çемьесем пурришĕн.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика