13 апреля 2011 г.
Иртнĕ номерте районти шалти ĕçсен пайĕнче 3 уйăх ĕçĕсене пĕтĕмлетÿ туни çинчен çырса пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Пакунлă çынсен анлă ларăвне районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ Г.Н.Кокшин уçрĕ.
Районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсен тĕп тĕллевĕ – преступленисене тупса уçса парасси, вĕсене тăвакансемпе профилактикăлла мероприятисем ирттересси тата ытти те.
Шăпах çак енĕпе тунă ĕçсене пăхса тухрĕç те ĕнтĕ пĕтĕмлетÿре. Унта район прокурорĕ В.А. Гришин, Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин пай начальникĕ М.Н.Титов, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Г.М.Киргизов тата ыттисем те хутшăнчĕç.
Чи малтанах пухăннисем умĕнче районти шалти ĕçсен пайĕн штаб начальникĕ И.В.Козлов тухса анлă доклад туса пачĕ.
Кăçалхи виçĕ уйăхра районта хурахсем иртĕхмен темелле. Хĕç-пăшалпа усă курса çаратнă, магазинсенчен, складсенчен тата базăсенчен вăрланă тĕслĕхсем пулман.
Вăтам преступленисем 2010 çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан кăçал 14,3 процент (7—6), пĕчĕк преступленисем 14,3 процент (28— 24), вĕлерессипе хăратни 100 процент (3—0) чакнă. Обществăлла вырăнсенче вĕсене тăвасси пĕлтĕрхипе пĕр танах (4—4) юлнă.
Пакунлă çынсем кăçал профилактикăлла мероприятисем тивĕçлĕ шайра ирттернипе преступленисен шучĕ чакнă: кăçал вĕсен шучĕ 37-пе танлашать, пĕлтĕр 45 пулнă.
Пĕтĕмĕшле преступленисене уçса парасси кăçалхи пĕрремĕш кварталта 92,1 процент, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 0,3 процент лайăхрах.
Экономика енĕпе преступлени тунине 13 тĕслĕх учета тăратнă. Ку вăл иртнĕ çулхипе танлаштарсан 44,4 процент ытларах.
Çул çитмен ачасем киревсĕр ĕç туни те пăшăрхантарать милици ĕçченĕсене. Кăçал ун пек пĕр преступление шута илнĕ, иртнĕ çул ку тапхăрта ун пек тĕслĕх пулман. Сăмах май, паянхи кун районти шалти ĕçсен пайĕнче çул çитмен 27 ача профилактика учетĕнче тăрать.
— Районти çул çитмен кашни ача аслисен яваплăхĕ çинче пулмалла, пирĕн ăна хамăр обществăра пур енлĕ аталанма мĕн пур условисем тумалла. Ачана çитĕнсе çитсен мар, çамрăк чухне воспитани памалла: малтан ашшĕ-амăшĕ, каярахпа учительсем, ытти профилактика субъекчĕсем. Çул çитмен ача йывăр пурнăçран та, иртĕннĕрен те усал енне сулăнма пултарать. Çавăнпа та вĕсемпе кашнинпе уйрăммăн ĕçлемелле,— терĕ Геннадий Николаевич, малашнехи тĕллевсене палăртса.
Çавăн пекех пуçтарăннисем умне районти шалти ĕçсен пайĕн криминаллă милици начальникĕ А.В.Левый, обществăлла хăрушсăрлăх начальникĕ А.Г.Ефремов, следстви уйрăмĕн начальникĕ Р.С.Зайнуллин тата ыттисем те тухса калаçрĕç.
Йĕрке хуралçисен çынсем преступлени çулĕ çине тухасран сыхă тăмалла. Çак тĕллевпе вара хăйсен професси ăсталăхне, ĕçри яваплăхне ÿстерсех пымалла.
Юлашкинчен пухăннисем умĕнче районти шалти ĕçсен пайĕн ветеранĕсен председателĕ П.В.Лапшин тухса калаçрĕ. Вăл кăçал апрелĕн 17-мĕшĕнче пирвайхи хут ШĔМ ветеранĕсен уявне ирттересси пирки пĕлтерчĕ. «Эпир, пенсионерсем, яланах хуралта. Çул çитмен ачасене, преступлени тунă ытти çынсене те наставник пулса пулăшма пултаратпăр, профилактикăлла калаçусем тата ытти мероприятисем ирттерме хатĕр»,— терĕ Петр Васильевич, милици сотрудникĕсене ĕçре ăнăçу сунса.
Источник: "Каçал Ен"