13 апреля 2011 г.
Тунти кун, апрелĕн 11-мĕшĕнче, район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Ф.Волков канашлу ирттерчĕ. «Иртнĕ çул район çыннисем «Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» марафона хастар хутшăннăччĕ. Çак пархатарлă ĕçе кашни хутшăнса ыр кăмăллăх пухмачне пуянлатасса шанатăп. Ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасене пĕтĕм йышпа кар тăрса кăçалхипе вун улттăмĕш çул пулăшатпăр, вĕсен шăпине çăмăллатма тăрăшатпăр. Сăваплă ĕçе чĕре хушнипе хутшăнар»,— сĕнчĕ Геннадий Федорович район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисене, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене.
Çавăн пекех вăл çурхи шыв-шур кайнă тапхăра йĕркеллĕ ирттерсе ярас тĕллевпе çине тăрса ĕçлемеллине каларĕ, мĕнле мероприяти ирттермелли çинче те чарăнса тăчĕ.
Канашлура тата ытти ыйтусене те сÿтсе яврĕç.
«Ял тăрăхĕсене тирпей-илем кĕртесси пирки тăрăшмалла. Сирĕн çивĕч ыйту сахал мар, вĕсене татса памалли çул-йĕр тупмаллах»,— тесе çирĕппĕн асăрхаттарчĕ Геннадий Федорович канашлура ял поселенийĕсен пуçлăхĕсене.
Юлашкинчен çакна каласшăн: марафона хутшăнса ырă тума васкăр, ырă ырăпа таврăнать.
Источник: "Каçал Ен"