13 апреля 2011 г.
Районти административлă комиссие çулсерен ялсенчи тирпей-илем йĕркине пăснă тĕслĕхсемпе протоколсем чылай килеççĕ. Пĕлтĕр кăна комиссие 284 çынна чĕннĕ. Вĕсенчен 242-не ялти урамсенчи тирпей-илеме пăснăшăн штрафланă е асăрхаттарса хăварнă. Комиссире çул çитмен ачасем çĕрлехи вăхăтра нумай çÿренипе çыхăннă ĕçсем те, суту-илÿ йĕркине пăснă тĕслĕхсем те, йытăсене, выльăх-чĕрлĕхе ирĕке кăларса янăшăн çырнă протоколсем те пулнă.
Административлă Кодексра йĕрке пăсакансем пирки штрафĕсене те чылай пысăк суммăлăх тÿлеме палăртнă. Анчах яваплăха туясси çинчен чылайăшĕ манаççĕ.
Источник: "Каçал Ен"