АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕнле пурăнатăн, учителĕм?

09 апреля 2011 г.

«Çитĕнекен ăру — çĕр-шыв пуласлăхĕ» теççĕ. Вĕсене пурнăç çулĕ çине тăма пулăшакан хастар та пултаруллă учительсем пирĕн республикăра чылай. Пурнăç улшăнсах тăнипе шкул ĕçĕ те çĕннинех ыйтать, чылай çул ĕçлекенсем хăйсен ăсталăхне çамрăксене параççĕ.

Сăмахăм хĕрĕх пĕр çул ачасене вĕрентес ĕçре ырми-канми вăй хунă А.А.Петрова çинчен пырать.

Александра Алексеевна 1963 çулта Кивĕ Сĕнтĕр ялĕнчи пуçламăш классенче ĕçлеме пикенет. Пĕр сас палли те палламан шăпăрлансене çырма, букварь вулама вĕрентет. Вăл вăхăтра таса, тирпейлĕ почеркпа çырма вĕрентмелли урок хăй уйрăм пулнă.

Унсăр пуçне хĕр обществăлла ĕçсене те хастар хутшăннă, агитаторта тăрăшнă. Хор тата ташă кружокĕсем пулнă май, кашни уяврах ачасемпе концертра та хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Александра Алексеевна асатте-асаннесен юррисене пуçтарса ачасене вĕрентнĕ, пĕр хутчен кăна мар районти смотр-конкурссенче вăл ертсе пыракан фольклор ушкăнĕ малти вырăнсене йышăннă.

1960—1970 çулсенче эрозие хирĕç кĕрешес ĕçе колхозниксемпе танах шкул ачисем те хастар хутшăннă. Вĕсем тăрăшнипе ишĕлекен çыран хĕррисене, тип çырмасене çĕршер йывăç-тĕм лартса хăварнă.

Пултаруллă учительница хăй те çав тери хитре юрланă, ташланă. Районти Ака туйра та, ялти клубра та уçă сассипе чăваш, вырăс, украина халăх юррисене шăрантарнă, çынсене савăнтарнă.

«Чи малтанах вĕрентнĕ ачасенчен виççĕшĕ тăван чĕлхин предметне суйласа илсе аслă вĕренÿ заведенийĕсене пĕтерчĕ. Паянхи кун та педагогра ĕçлеççĕ, тивĕçлĕ канăва та тухса пыраççĕ»,— аса илчĕ ветеран.

1987 çулта ăна «Россия» колхозра политвĕренÿ пайĕн заведующийĕнче ĕçлеме шанаççĕ, çавăнпа пĕрлех шкулта та ачасене вĕрентет.

... «Пурнăç урапи пĕр йĕрпе чупмасть» теççĕ. Унта ыррипе пĕрле хуйхи-суйхи те юнашарах çÿрет. Упăшки çамрăклах сарăмсăр çĕре кĕрет. Апла пулин те хĕрарăм шкул пурнăçĕнчен уйрăлмасть, виçĕ ачана ура çине тăратать.

Пултаруллă педагога 1997 çулта шкул коллективне ертсе пыма шанаççĕ. Çак ĕçре вăл 7 çул ытла тăрăшать. Аннене те, мана та вăлах вĕрентнĕ. Эпир Александра Алексеевнăпа паянхи кун та тĕл пулса калаçатпăр, шăнкăравласах тăратпăр.

Эпир вĕреннишĕн педагогика ветеранĕ питĕ хĕпĕртет. «Вĕренĕр, тăрăшăр, пурнăçра пурте кирлĕ пулать»,— тет.

Халĕ ветеран ялта пĕчченех пурăнать. Пахча тулли улма-çырла йывăççи, чечексем ÿстерет. Çÿçĕ шап-шурă пулсан та, утти йăрă, сăн-пичĕ кăмăллă.

Хĕрĕсем унăн тĕп хулара пурăнаççĕ, çемьеллĕ. Амăшне пулăшма килсех тăраççĕ.

«Вĕрентсе кăларнă ачасем пурнăçра хăйсен вырăнне тупнишĕн, мана манса кайманнишĕн, хисепленĕшĕн эпĕ чунтан савăнатăп. Вĕсем лайăх çынсем пулни мана пурăнма вăй-хăват парать, çунат хушать»,— тет Александра Алексеевна.

Эпир те сана юрататпăр, вĕрентекенĕмĕр. Пире Тăван çĕр-шыва, тăван чĕлхене юратма вĕрентнĕшĕн тав тăватпăр, нумай çул сывлăхпа пурăнма сунатпăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика