09 апреля 2011 г.
«Каçал» фольклор ансамблĕн пултарулăхне районта курман çын çук та пулĕ. Вĕсем яланах сцена çине тухаççĕ, куракансене халăх йăли-йĕркипе паллаштараççĕ. Çынсем вĕсене хапăлласа йышăнаççĕ.
«Каçал» фольклор ансамбльне Владимир Павлович Павлов 2001 çулта пуçарса янă. Паллах, тÿрех чăвашсен йăли-йĕркине кăтартма пултаракансене тупма çăмăлах килмен ĕнтĕ.
— 10 çулта коллективра 100 яхăн çын пуçтарăнчĕ. Чăваш çыннисем хамăр несĕлсен йăли-йĕркисене манса кайманни савăнтарать. Ялсем тăрăх çÿретпĕр, ватăсенчен ĕлĕкхи юрăсене çырса илетпĕр. Вĕсене сцена çине кăларатпăр,– тет Владимир Павлович.
Хальхи вăхăтра «Каçал» фольклор ансамблĕнче — 20 çын. 12 хĕрарăм чăваш халăх тумĕсемпе сцена çине тухать. Тивĕçлĕ канăва кайнисем ансамбле юратса çÿреççĕ. Арçынсем те айккинче юлмаççĕ. 8-шĕ куллен репетицине килет. 3-шĕ вара ансамбль пуçарса янăранпах тĕрлĕ концертсене хутшăнать.
Фольклор ансамблĕн çитĕ-нĕвĕсем пирки эпир темиçе хутчен те çырнă ĕнтĕ. Фестивальсемпе ытти мероприятисен ячĕсене вырăсла та, чăвашла та хăйсен ячĕсемпе çырам-ха. «Родники Поволжья», «Цветы Чувашии», «Чăваш сар кайăкĕ», «Юррăмсем, çунатăмсем», «Родные просторы», «Ĕмĕрсен эрешĕсем», «Чăваш ахах-мерченĕ»... Вĕсем малти вырăнсене йышăннă конкурссене татах та нумай асăнма пулать. Пур çĕрте те вĕсем хăйне евĕрлĕхпе палăрса тăнă. Паллах, «Каçал» ансамблĕн ăсталăхне Республикăри халăх пултарулăхĕн çурчĕ те асăрхарĕ. Вăл пулăшнипе районти фольклор ансамблĕ Чĕмпĕр тăрăхĕнче иртнĕ регионсем хушшинчи наци культурисен «Поволжская глубинка» IX, Чулхула облаçĕнчи регионсем хушшинчи фольклор искусствисен «Хрустальный ключ» фестивальсене чăваш халăх юрри-ташшисемпе хутшăннă. Вĕсене куракансем хапăлласа йышăннă. Коллектив Коми республикинче те пулчĕ, хăйĕн пултарулăхне кăтартрĕ. Владимир Павлович каланă тăрăх, вĕсене Турци çĕр-шывĕнче уйрăмах аван кĕтсе илнĕ. Унта Пĕтĕм тĕнчери тĕрĕк халăхĕсен фестивалĕнче кăтартнă юрра-ташша кăмăлтан йышăннă. Калуга хулинче те пулнă вĕсем. Унта та лайăх енĕпе палăрнă. 2010 çулта Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине халалласа «Мирлĕ пурнăçшăн» фестиваль-уява пуçарса яраканĕ пулнă. Юлашки 3 çулта чăваш телевиденийĕ вĕсене «Теле юрă» передачăна çырса илнĕ. Вĕсен юрри-ташшисене республика халăхĕ телевизорпа курать. Хальхи вăхăтра «Каçал» ансамбль хăйĕн юррисене çырнă диск кăларасшăн.
Малашне те ансамбле çÿрекенсене вăй-хал, ăнăçу сунатпăр. Пирĕн районта çакăн пек ансамбль пурришĕн мăнаçланатпăр.
Источник: "Каçал Ен"