09 апреля 2011 г.
Кăçалхи çула Раççей Президенчĕ Космонавтика çулĕ тесе йышăнчĕ. Çĕр-шывра иртекен пур мероприятисене те çак паллă пулăмпа çыхăнтараççĕ. СССР летчик космонавчĕ Ю.А.Гагарин 1961 çулхи апрелĕн 12-мĕшĕнче тĕнчере пĕрремĕш хут космоса вĕçнĕ. Байконур космодромран «Восток» карап уçлăха тухнă. Унăн çĕр çинчен килекен чĕнÿ сăмахĕ «Кедр» пулнă. Ăна мĕн пур кирлĕ оборудованисемпе тивĕçтернĕ. Космосра карап 108 минут пулнă, çĕр чăмăрĕ тавра пĕр çаврăм тунă.
Хальхи çамрăксенчен чылайăшĕ пĕрремĕш космонавт пирки тĕплĕнех пĕлмест те пулĕ. Юрий Алексеевич Гагарин Смоленск облаçĕнчи Гжатск районĕнчи Клушино ялĕнче 1934 çулхи мартăн 9-мĕшĕнче çуралнă. Ялти шкула вĕренсе пĕтерме май килмен ăна, нимĕç фашисчĕсем ярса илнĕ. 1943 çулта пирĕн çарсем яла гитлеровецсенчен хăтарсан çеç Юрий пĕлĕве малалла ÿстернĕ. 1945 çулта вĕсен çемйи Гжатск хулине куçса килнĕ. Унта 6 класс пĕтернĕ хыççăн Люберцăри ремесла училищине вĕренме кĕнĕ. Çав вăхăтрах çамрăксен каçхи шкулĕнче те пĕлÿ илнĕ. Формовщик-литейщик специальноçне илсе ĕçлеме тытăннă. 1951 çулта Ю.Гагарин Саратоври индустри техникумне вĕренме кĕнĕ. 1954 çулта вара вăл пĕрремĕш хут çак хулари аэроклуба пынă. Пуçласа ЯК-18 самолетпа вĕçеве тухнă. Аэроклубра пĕлÿ илнĕ вăхăтра пурĕ 42 сехет те 23 минут тÿпере пулнă.
1955 çулта Юрăна çара илнĕ. Оренбург хулинчи К.Е.Ворошилов ячĕллĕ 1-мĕш çар авиацийĕн училищинче вĕреннĕ, çар службине те çавăнтах ирттернĕ.
1959 çулхи декабрĕн 9-мĕшĕнче вăл хăйне космо- навтсен ушкăнне йышăнма кандидата тăратма заявлени çырнă. Эрнерен ăна Мускава чĕнсе илнĕ, наукăпа тĕпчев тĕп авиаци госпиталĕнче медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. Тепĕр тĕрĕслев Ю.Гагарин аслă лейтенанта космос вĕçевне кайма юрăхлă тесе палăртнă. Çакăнтан пуçласа Юрий Алексеевич космоса каймаллисемпе вăйлатнă программăпа хăнăхусем ирттерме тытăннă.
Юрий Алексеевич Сывлăш çарĕсен Н.Е.Жуковский ячĕллĕ инженери академийĕнче диплом проектне хÿтĕленĕ. Çакăн хыççăн Ю.Гагарин полковника «летчик-инженер-космонавт» квалификацине панă. Мĕн виличченех Юрий Алексеевич СССР Верховнăй Совечĕн депутачĕ пулнă.
Ю.Гагаринăн хисеплĕ ячĕсене, наградисене пурне те çырса та, каласа та пама çук пулĕ. Çапах та чи паллăраххисене асăнмаллах. 1961 çулта СССР летчик космонавчĕ, Совет Союзĕн Геройĕ, Чехословаки Республикин Социализмлă Ĕç Геройĕ, Болгари Халăх Республикин Социализмла Ĕç Геройĕ ятсене тивĕçнĕ. Вăл хамăр çĕр-шыври Калуга, Новочеркасск, Люберцы, Сумгаит, Смоленск, Винница, Севастополь, Саратов, Тюмень, Болгарири София, Перника, Пловдив, Грецири Афины тата ытти çĕр-шывсен тĕрлĕ хулисен хисеплĕ гражданинĕ пулнă.
Ăна Ленин (СССР), Георгий Димитров (Болгари), Карл Маркс (ГДР), «Крест Грюнвальд» (Польша) тата ытти çĕр-шывсен нумай-нумай орденĕсемпе, медалĕсемпе наградăланă.
Çын пĕрремĕш хут космоса вĕçнине халалласа КПСС Центральнăй Комитечĕн Постановленийĕпе, СССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Указĕпе 1962 çулхи апрелĕн 12-мĕшĕнчен Космонавтика кунне ирттерме пуçланă. 1968 çулхи ноябрь уйăхĕнче Пĕтĕм тĕнчери Авиаци спорчĕн федерацийĕ çак датăна Пĕтĕм тĕнчери авиаципе космонавтика кунĕ тесе палăртнă. Ăна çулсеренех паллă тăваççĕ. Космонавтикăра уйрăмах палăрнисене Ю.А.Гагарин ячĕллĕ медальсемпе наградăлаççĕ.
Унăн ячĕ пирĕн аса ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлнă. Çĕр-шывра Гагарин ячĕллĕ урамсем, вĕренÿ заведенийĕсем чылай. Смоленск облаçĕнчи Гжатск хули те халĕ Гагарин ятлă.
Чăваш Республикинче те çак паллă куна ахаль ирттерсе яман. Шупашкарта Ю.Гагарин урамĕ пур, Çĕнĕ Шупашкарти библиотека та ун ячĕпе хисепленет. Тĕп хуламăра пырсан Ю.Гагаринăн палăкĕ патĕнчен те хавхаланса иртсе каятпăр.
Уçлăха вĕçекенсем халĕ чылайăн. Паянхи кун вăл тĕлĕнтермĕш мар. 1961 çулта пĕрремĕш хут космоса вĕçни вара чăннипех те пĕлтерĕшлĕ, асра юлмалли вăхăт пулнă.
Источник: "Каçал Ен"