09 апреля 2011 г.
Кăçалхи 3 уйăхра пирĕн районти çулсем çинче 7 автоавари пулнă. Вĕсенче 8 çын аманнă, вилнĕ тĕслĕхсем 2 пулнă. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан çул çинче пулнă инкексен, аманнисен, вилнисен шучĕ ÿснĕ. Пĕлтĕр çав тапхăрта 4 авари, аманнисем 6 пулнă. Вилнисем пачах пулман.
Çул-йĕр правилисене пăснăшăн тĕрлĕ должноçсенче тăрăшакан 7 çынна Административлă Кодексăн 12.21, 12.31, 12.32 статйисемпе явап тыттарнă, 2 предписани çырнă. Çавăн пекех ГИБДД ĕçченĕсем пĕрремĕш кварталта 3 ача садĕнче, 18 вĕрентÿ учрежденийĕнче, 2 предприятипе организацире тĕл пулусем, калаçусем йĕркеленĕ.
Çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх республикăра та, район шайĕнче те чи анлă сарăлнă ыйтусенчен пĕри пулса тăчĕ. Шăпах çакăн çинчен сăмах хускатрĕç те ĕнтĕ апрелĕн 7-мĕшĕнче районти шалти ĕçсен пайĕнче 3 уйăх ĕçĕсене пĕтĕмлетÿ тунă чухне. Çул-йĕр правилисене пĕлменнине, пăхăнманнине, тимсĕрлĕхе пула чылай авари пулать, çын пурнăçĕ татăлать.
Кăçал водительсем йĕркене пăснă, çуран çÿрекенсем хăйсен айăпĕпе инкеке лекнĕ тĕслĕхсем нумай. Чылай чухне аварисен тĕп сăлтавĕ — водительсем эрех ĕçнĕ хыççăн руль умне ларни. Çавăнпа çăмăлттайланмалла мар.
2011 çулта инспекторсем 430 пин те 600 тенкĕлĕх штраф тÿлеме протокол çырнă, 382 пин те 500 тенкине шыраса илнĕ. Ку вăл 88,8 процентпа танлашать. Çул çÿрев саккунĕсем çирĕпленсех пыраççĕ, анчах водительсем çав-çавах саккуна пăсаççĕ. Çул-йĕр вара тимсĕрлĕхе каçармасть. ГИБДД ĕçченĕсем çул çинчи лару-тăрăва сăнасах тăраççĕ, йĕркене пăсакансене тытса чараççĕ.
Источник: "Каçал Ен"