09 апреля 2011 г.
Юр куписем чаксах пыраççĕ. Сисĕнмесĕрех шыв-шур вăхăчĕ те иртсе кайĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсенчи специалистсем те, механизаторсем те ака-суха ĕçĕсене кĕске вăхăтра ирттерсе ярасси пирки тимлеççĕ. Хуçалăхсем вăрлăх, çунтармалли-сĕрмелли материалсем, им-çам, удобрени хатĕрлеççĕ. Районти машинăпа трактор паркĕсенче хĕрÿ ĕç вĕрет. Трактористсем, юсавçăсем техникăна кирлĕ шая çитерес тесе тăрăшаççĕ. Çулсерен иртекен техника тĕрĕслевĕн комиссийĕ пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче тракторсемпе прицепсене япăх мар хатĕрленине палăртрĕ. Паянхи кун тĕлне 70 ытла трактор, 30 ытла прицеп техосмотр витĕр тухнă. Эпир тĕрĕслев вăхăтĕнче пысăк çитменлĕхсемех курмарăмăр. Пĕчĕк кăлтăксене механизаторсем хĕрÿ ĕçсем пуçланиччен пĕтереççех тесе шутлатпăр. Уйрăм çынсем те хăйсен техникине техосмотр витĕр кăлараççĕ. Вĕсене валли те çĕр пулса çитсен ĕç тупăнĕ.
Районта çурхи ака-суха ĕçĕсене яланах вăхăтра тата пахалăхлă ирттернĕ, кăçал та çапла пулĕ тесе шанма пулать. Хуçалăхсем çĕнĕ техника туяннă. Чылай çул ĕçленĕ тракторсене те юсаса хатĕрлеççĕ.
Источник: "Каçал Ен"