06 апреля 2011 г.
Медицинăра чи паллă меслетсенчен пĕри вăл – донортан илнĕ юна чирлĕ çын организмне яни. Акă, апрелĕн 5-мĕшĕнче Нĕркеçри фельдшерпа акушер пунктĕнче Л.В.Галкина врач, З.Назмеева, В.Карпова, Г.Кольцова медицина сестрисем Донор кунĕ йĕркелерĕç.
Районта юн паракансен шучĕ ÿссе пырать. Çак кун пархатарлă ĕçе 50 çын ытла хутшăннă. Донорсем калама çук ырă ĕç тăваççĕ, сахал мар çын пурнăçне çăлса хăвараççĕ.
Источник: "Каçал Ен"