АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултарулăхĕпе çĕр-шыва та тĕлĕнтерĕ

06 апреля 2011 г.

Валерий Плешкова физкультурăпа спорта юратакансем кăна мар, ытти çынсем те таврара лайăх пĕлеççĕ. Вăл халĕ Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче физкультура предметне вĕрентет.

Валерий Иванович Анат Тимĕрчкассинче çуралса ÿснĕ. Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухсан салтак тумĕ тăхăннă. Çарта пирĕн ентеш, Балтика флочĕн матросĕ пулнă май, хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçланă, чăваш ятне çÿллĕ шайра тытнă. Валерий çар тивĕçне пурнăçласа тăван ене таврăннă хыççăн, 1990 çулта, Канашри педагогика училищине вĕренме кĕрет. Ăна ăнăçлă пĕтернĕ хыççăн Анат Тимĕрчкасси вăтам шкулĕнче учительте ĕçлеме пикенет. Валерий Иванович уроксене тĕплĕн хатĕрленсе çÿлти шайра ирттерет, палăрнисене секцисене çÿреме явăçтарать. Ачасем ун пекех çирĕп шăм-шаклă, сывлăхлă пулас килнипе мĕн хушнине пурнăçлама тăрăшнă, тăрăшаççĕ те. Шав малалла ăнтăлакан В.Плешков педагогика институтне куçăмсăр майпа вĕренме кĕрет, алла аслă пĕлÿллĕ специалист дипломне илет.

Ĕçне чунтан парăннă педагогăн вĕренекенĕсем районта, республикăра иртекен тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнаççĕ, çĕнтерÿçĕсем пулаççĕ.

Вĕсенчен пĕри вăл — Тури Тимĕрчкасси хĕрĕ И.Андреева. Инесса Олимп резервĕсен училищинче 9-мĕш класра вĕренет.

— Малтанхи вăхăтра йывăрччĕ. Киле те каяс килетчĕ. Кайран юлташ-хĕрĕсемпе паллашрăм. Вĕсемпе хутшăнса çĕнĕ пурнăçа хăнăхрăм. Занятисем те малтанхи пек йывăр ту-йăнмаççĕ. Училищĕре спортсменсене аталанмашкăн пĕтĕм услови пур,— пĕлтерчĕ Инесса. Вăл апрелĕн 2-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарта çăмăл атлетика енĕпе иртекен ăмăртăва хутшăннă. Тăрăшуллă хĕр ача 1000 метрлă дистанцие пĕрремĕш чупса тухнă. «Вĕренекенсен çитĕнĕвĕсемпе мухтанатăп, мăнаçланатăп. Инесса пултарулăхĕпе çĕр-шыва та тĕлĕнтерĕ»,— терĕ В.Плешков тренер. И.Андреева хăйĕн кăтартăвĕсемпе çывăх тăванĕсене, ял-йыша савăнтарма тăрăшать.

— Пурне те тав. Уйрăмах, паллах, пĕрремĕш тренера — Валерий Иванович Плешкова. Эпĕ ăна кăтартусемпе яланах савăнтарма тăрăшăп,— калаçрĕ çамрăк спортсменка.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика