06 апреля 2011 г.
«Каçал ен» хаçат парнисемшĕн йĕлтĕрпе эстафетăлла чупу ирттерсе спорт сезонне вĕçлерĕмĕр темелле. Ăмăртусене лайăх хатĕрленнĕ, ун çинчен кăтартусем те çирĕплетеççĕ. Çĕнтерÿçĕсемшĕн кăна мар, чупăва хутшăнакансемшĕн те çак кун чăн-чăн спорт уявĕ пулчĕ.
Ман шутпа, ăмăрту хăйĕн тĕллевне туллинех пурнăçлаймарĕ. Ăмăртусем, чăннипе илсен, шкулта вĕренекенсен уявĕ пулчĕç темелле. Ял поселенийĕсен администрацийĕсенчен, предприятисемпе организацисенчен командăсем сахал килчĕç. Мероприятие аслăраххисем нумайрах хутшăннă пулсан, ун пĕлтерĕшĕ ытларах пулнă пулĕччĕ.
Физкультурăпа спорт ĕçĕ районта аталанмасть тесшĕн мар. Пирĕн районтан паллă спортсменсем те чылай тухнă. Халĕ те республика шайĕнче ирттерекен ăмăртусене хутшăнса лайăх кăтартусемпе палăраççĕ.
Иртнĕ çулхипе ташлаштарсан, йĕлтĕрпе-конькипе ярăнакансен йышĕ ÿсрĕ. Кĕçех спорт комплексĕ хута кайĕ. Вăл пирĕн район çыннисен сывлăхне çирĕплетессишĕн ĕçлĕ.
Малашне районта сывă пурнăç йĕркипе пурăнакансен йышĕ çулран çул ÿссе пырасса шанас килет.
Спортпа туслă çын тулли пурнăçпа пурăнать, ватлăхран та хăрамасть.
Источник: "Каçал Ен"