АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕрĕпе фермăра ĕçленĕ, çĕнĕ пÿрт çĕкленĕ, ывăл-хĕр çитĕнтер

06 апреля 2011 г.

Ирпе ирех вăранчĕ Валерий Федотович Ефремов. Çемье çывăрать-ха... Вĕсене вăратас мар тесе шăппăн утса чÿрече умне çывхарчĕ. Кантăк витĕр Чĕчкенти сĕт-çу фермин çурчĕ çывăхĕнчи çутăсем курăнаççĕ. Чавсаланса ларчĕ те чÿрече янахĕ çине, шухăша путрĕ: хĕрĕх çул ытла сукмак хывнă-çке вăл çак фермăна. Выльăхсемшĕн канмалли кун та, уяв та çук. Кирек мĕнле лару-тăрура та вĕсем патне çитсе апат памалла. Чĕреслетсе çумăр çăвать-и, çил-тăман ашкăрать-и ир-ирех фермăна каймалла. Лаша кÿлсе армана е кĕлете, сенаж траншейисем патне çитмелле. Пĕр кунта çеç 1—2 тонна çăнăх кирлĕ. Малтан михĕсене тултарнă, кайран тараса çине хурса виçтернĕ, урапа çине тиенĕ, фермăна çитсен пушатнă. Мĕн чухлĕ вăй кирлĕ пулнă çак ĕçсене тума? Вăл кăна мар, 1970 çулсенче тислĕке те урапапа тăкнă. Çамрăк пулнă çав, ÿт-пÿре вăй-хал тапса тăнă. Темĕнле хĕн пулсан та аптраман. Çав вăхăтри йывăрлăхсем ватлăх енне сулăнсан аса илтереççех. Шăм-шак сурать, урасем ыратаççĕ, ĕмĕрĕнче пирус туртман пулсан та ÿсĕрттерет, сывлăша пÿлет. Çамрăк чухне шăннине пĕлмен. Армантан выльăх апачĕ тултарнă чухне çăнăх тусанĕ те нумай ларнă пулĕ. Çав та ви-тĕмне парать.

Шухăшсем, шухăшсем.. Мĕн пĕчĕкренех Валери «Заветы Ильича» колхозра ĕçлеме пуçланă. Лаша урапи çÿллĕш те ÿсменскер, кÿлнĕ лавпа улăм турттарнă. Ÿсерехпе сысна, каярахпа сурăх, унтан каллех сысна фермисенче тăрăшнă. Ăна хисепленĕ, шаннă. Унăн ĕçĕ-хĕлĕ пирки нумай çырма пулать. Шел, ферма ĕçĕ сывлăхне хавшатса хăварнă. Тивĕçлĕ канăва кайичченех ĕçе пăрахма тивнĕ...

Валерий Федотович шухăшран вăранчĕ те алăка уçса выльăхсем патне тухрĕ. Вĕсемсĕр пурăнаймасть вăл. Ара, пĕтĕм пурнăçĕ выльăхсемпе çыхăннă-çке.

Ачалăхĕ çăмăл килмен Валерин. Тăлăх çитĕннĕ. Ашшĕне халăх тăшманĕ тесе ним çук çĕртенех тытса кайнă. Çĕн йĕркелÿ вăхăтĕнче унăн ырă ятне каялла тавăрнă пулин те, пĕчĕк чухнехи чун ыратăвĕ юлнах. Ача чухне ĕç çумне çыпçăнса ÿснĕ. Çемьере пĕртен-пĕр арçын алли пулнă та, суха та тума тивнĕ, ытти ĕçсене те пурнăçланă. Алă усса ларман вăл, çемьене пулăшу пултăр тесе çамрăклах фермăра ĕçлеме пуçланă.

Вăл Патăрьел районĕнчи Именкасси хĕрĕпе, Верăпа, çемье çавăрнă. Туслăн, килĕштерсе пурăнса икĕ хĕрпе пĕр ывăл çитĕнтернĕ. Вĕсем халĕ пурнăç çулĕ çине тухнă ĕнтĕ. Аслă хĕрĕ пĕр ял каччипе пĕрлешнĕ. Повар профессине вĕренсе алла илнĕскер, Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче хăй суйласа илнĕ ĕçпе тăрăшать. Çав вăхăтрах шкулти кĕске вăхăтлăх ушкăнăн воспитателĕ те. Сергей водителе, газоэлектросварщика вĕреннĕ, тĕрлĕ ĕçсенче тăрăшать. Алена Шупашкарти пĕр банкра ĕçлет. Вера Васильевнăпа Валерий Федотович Ефремовсем икĕ мăнукĕпе савăнаççĕ. «Вĕсем килсен пÿрт тулнăнах туйăнать. Выляççĕ, кулаççĕ. Вăрçтаркаласа та илетĕп»,— тет В.Ефремов кăмăллăн. Валерий Федотович 60 çул тултарчĕ. Вăхăчĕ сахал мар. Вăй-хал, сывлăх сунас килет ăна. Малашне те паянхи пек пултаруллă пултăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика