06 апреля 2011 г.
Надежда Детнюкова (хĕр чухнехи хушамачĕ Егорова) Луцки салинче çуралса ÿснĕ. Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухсан Шупашкарти 18-мĕш номерлĕ профессипе техника училищине çул тытать. Штукатур-маляр специальноçне алла илсен тĕп хуламăрти «Старко» фирмăра 2 çул тăрăшать. Каярахпа, тăван ене таврăнсан, тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ.
Паянхи кун Надежда Ивановна районти физкультурăпа спорт комплексĕ тунă çĕрте штукатур-малярта вăй хурать. «Тăрăшуллă та маттур хĕрарăм»,— теççĕ ун пирки ĕçте-шĕсем.
«Маншăн çакăнта ĕçлени яваплă самант. Мĕншĕн тесен çулсем иртсен мăнукăмсем умĕнче те мăнаçланмалăх пур. Шанатăп, комплекс ĕçлеме пикенни район çыннисене физкультурăпа спортра пысăк утăмсем тума пулăшĕ»,— терĕ Н.Детнюкова.
Надежда ял каччипе, Сергей Васильевичпа, çемье чăмăртанă. Туслă мăшăр икĕ ача çуратса ÿстерет. Алина, Александровка тĕп шкулĕнчи 5-мĕш класра пĕлÿ пухаканскер, çамрăк пулсан та спортпа туслă. Снежана вара ача садне çÿрет. Вĕсем район центрĕнче физкультурăпа спорт комплексĕ çывăх вăхăтра уçăласса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.
Источник: "Каçал Ен"