АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă тĕслĕх кăтартаççĕ

06 апреля 2011 г.

Район хаçачĕн апрелĕн 2-мĕшĕнче тухнă номерĕнче ветерансен районти совечĕн членĕ Р.Моисеев А.Г.Николаев космонавт пĕрремĕш хут космоса çĕкленнĕренпе 50 çул çитнине халалласа Шупашкарта палăк лартма укçа-тенкĕ пуçтармалли акци пыни çинчен çырса пĕлтернĕччĕ. Хальхи вăхăтра çак ĕç районта вăй илсе пырать тесех каламалла. Ветерансен пуçламăш организацийĕсенчен чылайăшĕ пуçарулăх кăтартать. Акă, Р.П.Моисеев хăй те 500 тенкĕ хыврĕ. «Химик» предприятири ветерансен совечĕ çак ĕçе вĕçлерĕ те ĕнтĕ. Кашнийĕ 100 тенкĕрен кая мар хыврĕ кунта палăк тумалли фонда. «Восток» кооперативăн, районти ветлечебницăн, «Промкерамика» предприятин ветерансен организацийĕсем (В.В.Белков, В.Н.Чертынов, Т.Г.Краснова) акцире ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Шел пулин те, ветерансен хăш-пĕр организацийĕсем çак пархатарлă ĕçе пуçăнма тăхтаса тăни сисĕнет. Халиччен те ведомоçсем илмен. Ветерансен районти советне е «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин районти организацин пÿлĕмне (район администрацийĕн çурчĕн 3-мĕш этажĕ) килсе кайма вăхăт тупайман-ха.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика