06 апреля 2011 г.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Д.А.Медведевăн Указĕпе 2011 çул — Космонавтика çулталăкĕ. Ăна пурнăçласа пирĕн районта та нумай тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Акă, апрелĕн 12-мĕшĕ çывхарать. Вăл вара авиаципе космонавтика кунĕ. Ăна халалласа районти «Çĕр тата çынсем» халăх музейĕнче «Çĕр туртăмĕ» («Притяжение земли») пĕчĕк курав йĕркелерĕмĕр. Кунта Совет Союзĕн летчик космонавчĕпе, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕпе, Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕпе А.Г.Николаевпа çыхăннă материалсем сахал мар.
А.Г.Николаев Чăваш Республикин Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнче çуралса ÿснĕ. Апла пулин те вăл Комсомольски районĕнче икĕ хутчен пулса халăха хисеп тунă. Музей фондĕнче Андриян Григорьевич 1999 çулхи сентябрĕн 16-мĕшĕнче района килсен парнелесе хăварнă «Притяжение земли» («Çĕр туртăмĕ») кĕнеке упранать. Унта летчик космонавтăн аса илĕвĕсене кĕртнĕ. Çавăн пекех «А.Г.Николаев Комсомольски çĕрĕ çинче» фотоальбом, видеокассета пур. Унсăр пуçне «Çамрăк йĕрлевçĕсем» кружок членĕсем патне космонавт çырнă çыру та упранать. Унта Андриян Григорьевич ачасене лайăх вĕренме халал парса, çирĕп сывлăх сунса алă пуснă. Курав тĕрлĕ сăн ÿкерчĕксемпе тата ытти материалсемпе пуян. Вĕсемпе усă курса музейре уçă уроксем, экскурсисем ирттерме палăртнă.
«Çĕр туртăмĕ» курав ачасене сывлăха çирĕплетес, спортпа туслă пулас, Тăван çĕр-шыва юратас, патриотизмла воспитани парас тĕлĕшĕнчен пысăк вырăн йышăнать.
Кĕрсе курăр музее, ÿкĕнмĕр. Кунта эсир халиччен курман тĕрлĕ экспонатсемпе паллашма пултаратăр, тавра курăмăр ÿсĕ, район ĕçĕ-хĕлĕпе, пурнăçĕпе татах та çывăхланăр.
Источник: "Каçал Ен"