02 апреля 2011 г.
Нĕркеç ялĕнчи часавая çĕклеме пуçлани темиçе çул та пулать. Ăна купаласа лартнă ĕнтĕ, кăçал ĕçе вĕçлесшĕн. Куполпа хĕресе хатĕрлеме ятарлă заказ панă пулнă. Çак кунсенче вĕсене кÿрсе килнĕ, часавай тăрне хăпартрĕç. Ăна пиллеме Комсомольскинчи «Вознесение Господня» чиркÿ протоиерейĕ Николай атте килчĕ. Савăнăçлă пулăма район администрацийĕн тата Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕн пуçлăхĕсем Геннадий Волковпа Геннадий Ефремов хутшăнчĕç.
«Часавай уçăласса чăтăмсăррăн кĕтетпĕр, çак ĕçе пурнăçлакансене чĕререн тав тăватпăр»,— терĕç кунта пухăннă ял çыннисем савăнăçне пытараймасăр. «Пуçланă ĕçе вĕçне çитерессишĕн тăрăшатпăр»,— терĕ Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕн ертÿçи Геннадий Егорович Ефремов ял çыннисен ыйтăвĕсене хуравласа.
Источник: "Каçал Ен"