02 апреля 2011 г.
Александровка ялĕнче пурăнакан Елена Михайловна Гордеева мĕн пĕчĕкренех кĕвĕ-çемĕ тĕнчинче ÿснĕ тесен те тĕрĕсех. Çемье юрă-ташăпа туслă пулнă. Ашшĕн, Михаил Константиновичăн, аллинче хут купăс тÿммисем вылянса çеç тăнă. Амăшĕ те, Елизавета Анисимовна, юрлама юратнă. Тăватă хĕрĕ — Валя, Лена, Света, Надя — вĕсенчен тĕслĕх илнĕ. Мĕн ачаранах ĕç çумне çыпăçса ÿснĕ.
Лена шкулта вĕреннĕ чухнех художество пултарулăх кружокĕн чи пултаруллă членĕ пулнă. Кашни концертра тенĕ пекех вăл пĕр-пĕр юрăпа тухнă. «Сцена çинче хăйне епле лайăх тытать, пĕрре те вăтанмасть. Чăн-чăн артист тейĕн. Сасси, сасси тата мĕнле янравлă»,— тенĕ куракансем.
Комсомольски вăтам шкулне пĕтерсен хĕр сутуçăсем хатĕрлекен курсра вĕреннĕ. Кайран Александровкăри магазинта, «Эмитрон» заводăн районти филиалĕнче ĕçленĕ. Кирек ăçта та юрă-ташăпа юнашар пулнă, тăтăшах концертсене хутшăннă. Чĕкеç чĕлхиллĕ, шăпчăк сассиллĕ хĕр чылай яш пуçне çавăрнă. Вăл кабель цехĕнче тăрăшакан Валентин Гордеева суйласа илнĕ. Кĕçех вĕсем мăшăрланса çемье çавăрнă. Алена, кайрантарах Эльвирăпа Оксана кун çутине килнĕ.
Хĕрарăм Комсомольскинчи «Пучах» ясли-садра завхозра ĕçлеме пуçланă. Гордеевсене район центрĕнче хваттер панă. Пурте пур темелле. Шел пулин те çемье арканма пуçланă. Кил хуçи эрех-сăрапа ытларах та ытларах туслашса пынă. Мăшăр пĕр-пĕрне ăнланми пулнă. Гордеевсем часах уйрăлнă.
Елена Михайловна çав-çавах ясли-садра ĕçлет. Шаннă ĕçе пысăк яваплăхпа туса пырать. Коллективра ăна хисеплеççĕ. Вăл завхозра 25 çул тăрăшать.
«Кун пек юрамасть, ÿт хутшăнсах пырать. Çавăнпах пулĕ юн пусăмĕ пысăк, чĕре те ыраткалать»,— шутланă Лена пĕррехинче хăйне тĕкĕр çинче пăхса. Анчах мĕн тумалла-ха? Е.Гордеева тĕрлĕ литература вуласа яппунсен диетине суйласа илнĕ. Çăкăрсăр, тăварсăр апат çисе пурăнма хăнăхма пĕрре те çăмăл пулман. Апла пулин те хăйне хăй алла илнех. Виçĕ уйăхра ÿт-пÿ виçине 33 килограмм таран чакарма пултарнă. Унччен 97 килограмм тайнăскер, 64 килогрампа юлнă. Ытлашши килограмсемпе чир-чĕрĕ те çухалнă, хăйне лайăхрах туйма пуçланă. Кашни кун вăл ирсерен 15—20 минут физзарядка тăвать. Елена Михайловна симĕс чей ĕçет, ешĕл апат ытларах çиме тăрăшать.
Е.Гордеева районти культурăпа кану центрĕ çумĕнчи халăх юрăпа ташă ансамбльне çÿрет. Унта вăл — чи пултаруллисенчен пĕри. Юрăсене чун-чĕрене тыткăнламалла шăрантарать. Курса ларакансем «Юхать юханшыв», «Когда цвели сады» тата ытти юрăсене хапăлласа йышăнаççĕ. Альбинăпа Виктор Кокшинсем ертсе пыракан ансамбль Мускавра, Шупашкарта пулнă, районти ялсене те тăтăшах тухса çÿрет. Елена Михайловна та яланах вĕсемпе пĕрле.
Халĕ Е.Гордееван хĕрĕсем те ÿссе çитĕннĕ ĕнтĕ, пурнăç çулĕ çине тухнă. Аленăпа Эльвира çемье çавăрнă, район центрĕнче тĕрлĕ çĕрте тăрăшаççĕ. Оксана Мускавра ĕçлет. Елена Михайловнан 4 мăнук çитĕнет.
«Манăн телейĕм — хĕрĕмсенче, мăнуксенче, кĕрÿсенче. Вĕсем — чи хаклă çыннăмсем. Мана пахчари, кил-çуртри йывăр ĕçсене тума пулăшаççĕ, пурăнма вăй-хăват хушаççĕ. Сцена — манăн иккĕмĕш кил»,– тет Елена Михайловна кăмăллăн.
Е.Гордеева сăвăсем çырать, юрăсем кĕвĕлет. Вăл хăй шăрантаракан юрăсен дискне те кăларнă. Пурнăçĕ халăх хушшинче иртет унăн, сцена çине тухса куракансене çепĕç юрăсемпе савăнтарать çирĕп чунлă, мал ĕмĕтлĕ хĕрарăм.
Источник: "Каçал Ен"