АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăхсем çăва вăйсăр ан тухчăр

02 апреля 2011 г.

Çуркуннен иккĕмĕш уйăхне кĕретпĕр. Выльăхсем çăва хирĕç вăйсăрланса пыраççĕ. Кальци, фосфор тата Д витаминсем çитменнипе рахит, остеодистрофи, остеопороз, остеомоляци тата ытти чирсемпе аптраççĕ. Вĕсемпе ял хуçалăхĕнчи пур выльăх та чирлет. Уйрăмах çамрăк выльăхшăн тата пăрулама вăхăт çитсе пыракан ĕнесемшĕн витамин, минераллă япаласем тата урăх элементсем çитмеççĕ. Ăнăçсăр çул ку ыйту уйрăмах çивĕч тăрать. Шăпах 2010—2011 çулхи хĕл каçмалли тапхăр çапла пулса тăчĕ те. Çанталăк условийĕсене пула ял хуçалăх предприятийĕсем выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлесе хăвараймарĕç. Кирлин 60 проценчĕ чухлĕ çеç янтăларĕç. Вăл апат та пахалăх енчен тивĕçтермест. Вĕсенче тутлăхлă япаласен шайĕ 10—40 процентпа çеç танлашать. Кальци, фосфор, каротин сахал.

Çÿлерех асăннă чирсем пуçланса кайни пахалăхсăр сенажпа тăрантарнинчен, рационра утă сахал е пачах та пулманнинчен, концентратлă апат сахаллинчен, выльăхсене нÿрлĕ, сивĕ витесенче тытнинчен килет. Чирсем вăраххăн аталанаççĕ. Чир паллисем малтан палăрмаççĕ те.

Чирлеме пуçланă выльăхсем апат япăх çиеççĕ, продуктивлăх, ÿт хушаслăх чакать. Вĕсем начар ÿсеççĕ, аталанаймаççĕ. Нумай вăхăт выртса тăраççĕ, ура çине те йывăрпа çĕкленеççĕ. Утнă вăхăтра йывăрлăх туяççĕ. Уйрăмах малти урисем çинче шыçăсем палăраççĕ. Ытти паллăсем çинче тĕплĕн чарăнса тăрас килмест. Вĕсене зооветспециалистсем хăйсем те лайăх пĕлеççĕ.

Вăхăтра мерăсем йышăнсан 2—3 уйăхранах выльăхсене сыватма пулать. Чи малтанах апат рационне тишкермелле. Пахалăхсăр силос çитерме пăрахмалла, ытларах паха утă (тĕрлĕ курăксенчен хатĕрлени лайăхрах) памалла. Рациона апатра усă курмалли пурă, шăмă çăнăхĕ тата ытти препаратсене шута илсе кĕртмелле. Минераллă тăварсемпе, микроэлементсемпе те усă курмалла. Витаминсемпе укол тумалла. Ун пек чухне тривитаминпа е тривитпа, тетравитпа усă курсан лайăх.

Чирлесен выльăха сыватма тăкакĕ нумай каять. Çавăнпа та кая юлмасăр кирлĕ мерăсем йышăнмалла. Вĕсене типĕ те ăшă витесенче тытни, уçă сывлăша уçăлтарма кăларни, тулли рацион хатĕрлени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Рационта протеин, кальци, фосфор, каротин тата минераллă ытти япаласем пулччăр. Вĕсем çитменни выльăхсене вăйсăрлатать. Çакă вара продуктивлăх çине пысăк витĕм кÿрет.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика