АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Софинансировани программине хутшăнаççĕ

02 апреля 2011 г.

РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн ĕçченĕсем çынсене пенсин патшалăх софинансировани программине хутшăнтарас тесе калаçусем, тĕл пулусем, авточупусем тата ыттисем те йĕркелеççĕ.

Акă мартăн 28-мĕшĕнче шăпах çак программăпа Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнчи вĕрентекенсемпе тĕл пулу иртрĕ. Ăна РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн пай начальникĕ И.А.Гришина ирттерчĕ. «Программăпа килĕшÿллĕн уйрăм çынсенчен заявленисем 2013 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Пулас пенси çинчен паянах шухăшламалла»,— сĕнчĕ пенси фончĕн ĕçченĕ.

Çавăн пекех Ирина Анатольевна пенсин патшалăх софинансированийĕн программине хутшăнас текенсене заявлени çырмалли бланксене те валеçсе пачĕ.

— Программăран айккине пăрăнмастăп. Ман шутпа, пулас пенсие ÿстерес текенсемшĕн ку питĕ паха,— терĕ А.С.Терентьев директор, асăннă программăна хутшăнас тĕллевпе заявлени çырнă май.

Шкул ĕçченĕсем И.Гришинана тата ытти ыйтусем те пачĕç, тулли хуравсем илчĕç.

Çавăн пек тĕл пулу иртнĕ тунти кун районти культурăпа кану центрĕнчи культура ĕçченĕсемпе те пулнă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика