02 апреля 2011 г.
Çак кунсенче Росстат иртнĕ çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн малтанхи пĕтĕмлетĕ-вĕсемпе паллаштарнă. Унăн кăтартăвĕсем савăнтармаççĕ. 2002 çулта иртнĕ çыравпа танлаштарсан, Раççейре 2,2 миллион çын (1,6 процент) чухлĕ сахалланнă. Халĕ пирĕн çĕр-шывра 142905,2 пин çын пурăнать. Пĕтĕмĕшле илсен çулсерен Раççей 275 пин çын çухатнă. Статистиксем палăртнă тăрăх, тĕп сăлтав — çуралакансем вилекенсенчен сахалрах пулни. Кунта 1 миллиона яхăн çын çырава хутшăнма килĕшменнине те палăртмалла.
Чăваш Республикинчи халăх йышĕ, 2002 çулхипе танлаштарсан, 4,7 процент чухлĕ чакнă. Хальлĕхе Чăваш Енре 1251,6 пин çын пурăнать. Ку кăтарту Атăл çи федераллă округĕнче япăххисен йышĕнче мар. Тутарстан Республикинче çеç 0,2 процент халăх нумайрах пурăнать иккен. Пушкăртстан Республикинче те çынсен йышĕ питех чакман.
Статистика кăтартăвĕсене тишкерсен темиçе регионта çеç халăх йышĕ 2002 çулхинчен ÿсни палăрать. Паллах, ку енĕпе Мускав облаçĕ (7,2 процент), Мускав хули (10,9 процент) палăрса тăраççĕ. Çакна ăнланма та пулать. Халăх ытларах ĕçлесе илме май пур, пурнăç условийĕсем лайăх регионсене туртăнать. Çавăн пекех халăх йышĕ Çурçĕр-Кавказ федераллă округĕнче, Дагестан республикинче 8 çулта 15,6 процент, Чечен республикинче 15 процент ÿснĕ.
Чăваш Республикинчи кăтартусем патнех таврăнар-ха. 2002 çулта Чăваш Енри çынсен 60,6 проценчĕ хулара пурăннă пулсан, 2010 çулта вĕсен йышĕ 58,8 процентпа çеç танлашнă. Паянхи кун республикăри хуласенче 735,8 пин çын, ялсенче 515,8 пин çын пурăнать. Хула халăхĕсен йышĕ чакнине икĕ çырав тапхăрĕнче хула типлĕ сакăр поселока (Улатăр рай- онĕнчи Киря, Вăрнар районĕнчи Вăрнар, Йĕпреç районĕнчи Буинск тата Йĕпреç, Вăрмар районĕнчи Вăрмар, Шупашкар районĕнчи халиччен Шупашкар хула администрацине пăхăнса тăнă Кÿкеç, Çĕнĕ Лапсар, Сос-новка) Чăваш Республикин саккунĕпе килĕшÿллĕн ялти халăх пурăнакан пункт шутне кĕртнипе çыхăннă. 2002 çулхи çыравра вĕсенче пурăнакансене хула çыннисем тесе шутланă. Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта 588,5 пин çын е республика халăхĕн 47 проценчĕ тĕпленнĕ (2002 çулта — 44 процент).
Пирĕн республикăра 669,4 пин хĕрарăм пуçне 582,2 пин арçын çеç тивет.
Каларăмăр ĕнтĕ, ку Росстатăн малтанхи тĕп кăтартăвĕсем çеç-ха. Малашне ытти енĕпе те цифрăсем пулĕç. Çырав вăхăтĕнче пирĕн районта пурĕ 26952 çын пурăннине палăртнă. Вĕсенчен 13227-шĕ — арçынсем, 13725-шĕ — хĕрарăмсем.
Источник: "Каçал Ен"