02 апреля 2011 г.
Апрелĕн 1-мĕшĕнчен çĕр-шывра çурхи призыв пуçланчĕ. Вăл июлĕн 15-мĕшĕччен пырать. Раççейре, çавăн пекех пирĕн районта та, ку тĕлĕшпе туса ирттермелли ĕçсем пирки тата ытти ыйтусемпе ЧР çар ĕç комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсемпе ĕçлекен пайĕн начальникĕпе А.А.Мауринпа курса калаçрăм.
— Андрей Анатольевич, кăçалхи çурхи призывра, ытти çулсемпе танлаштарсан, пысăк улшăнусемех çук пулĕ?
— Çĕр-шывра демографиллĕ лару-тăру йывăр. Ача çураласлăх пĕчĕк, çара кайма çул çитнисем хушшинче чирлисем те пур. Çапах та иртнĕ çулхи кĕрхи призывра республикăри 3103 çамрăк салтак тумĕ тăхăннă. Ку вăл, 2009 çулхипе танлаштарсан, 20,9 процент ытларах.
Нумаях пулмасть Шупашкарта республикăри çар ĕç комиссариачĕн коллегийĕ иртрĕ. Унта шăпах çурхи призыв пирки сăмах пычĕ. Çак мероприятие ирттерсе яма патшалăх влаçĕн пур органĕсен те хастар хутшăнмаллине палăртрĕç. Çурхи çар призывĕнче пысăк улшăнусемех çук. Ашшĕ-амăшĕ те призыв комиссийĕн ларăвне хутшăнма пултарать.
— Пĕлтĕрхи çар призывĕ мĕнле шайра иртрĕ?
— Лайăх тесен те юрать. Комсомольскинчен кĕркунне 69 çамрăка, Елчĕк районĕнчен 79 каччăна службăна ăсатрăмăр. Вĕсем хушшинче унччен çар ретне тăрассинчен пăрăннисем те пурччĕ.
— Çар ретĕнчен пăрăннисем терĕр те, ун пеккисем пур-ха апла?
— Пур. Анчах йышĕ палăрмаллах чакрĕ. Вĕсем 60-ăнччĕ, хальлĕхе 38-шне шута илнĕ. Çартан пăрăнакансенчен саккун çирĕп ыйтать. Ун пеккисене 200 пин тенкĕ таран штраф пама е ирĕк прависĕр те хăварма пултараççĕ. Çарта пулни вĕсене хăйсен малашнехи пурнăçĕнче те кирлĕ пулĕ. Ун пеккисене çар билечĕ памаççĕ. Социаллă тÿлев илес тесен, пенсие кайнă, пĕр-пĕр ĕçе вырнаçнă чухне те ăна ыйтаççĕ. Çар билечĕ, паспорт, ĕç кĕнеки тĕп документсем пулса тăраççĕ. Çавăнпа та яшсене тĕплĕн шутласа пăхма ыйтатăп. Çар службинче пулни хăвăршăнах лайăх пулĕ.
— Çамрăксене пуçласа хăçан çара ăсатма тытăнатăр?
— Малтанлăха палăртнă тăрăх, пĕрремĕшĕсем апрелĕн 10-мĕшĕнче салтака кайĕç. Вĕсем медицина комиссийĕ витĕр тухнă, сывлăхне тĕрĕслеттернĕ.
— Çара кайиччен ыранхи салтаксен çар ĕç комиссариачĕ урлă пĕр-пĕр специальноç илме май пур-и?
— Паянхи кун Раççей çарне специальноç илнĕ, пĕлÿ шайĕ пысăк салтаксем кирлĕ. Патăрьелĕнчи тата Канашри ДОСААФăн курсĕсенче тÿлевсĕрех «С» категориллĕ водительсем хатĕрлеççĕ. Çавăн пекех çамрăксем хăйсен шучĕпе «В» категориллĕ водитель правине те илме пултараççĕ. Канашра общежитире те вырăн тупса пама шантараççĕ. Çара радиотелеграфистсем те кирлĕ.
— Андрей Анатольевич, службăна вĕçлесе таврăннисен çар енĕпех малалла пĕлÿ илме май пур-и?
— Пулать, паллах. Вăтам пĕлÿллĕ, çирĕп сывлăхлă, 24 çула çитмен çамрăксем Рязань хулинчи вĕрентÿ центрĕнче сержант званине илме пултараççĕ. Унта 2 çул та 10 уйăх вĕренмелле. Çулсеренех хĕлле 2 эрнелĕх, çулла 1 уйăхлăх каникулсем пулаççĕ. Çул укçине РФ Оборона министерстви саплаштарать. Стипенди параççĕ. Центртан вĕренсе тухсан служба вырăнĕ вĕсемшĕн паллă. Ăçта каяс ыйту сиксе тухмасть. Акă, Хирти Мăнтăрти Александр Крылов çартан демобилизаци йĕркипе таврăнсан килте нумаях та лармарĕ, сержантсен шкулне кайма шутларĕ. Унти пурнăçпа, вĕрентÿпе кăмăллă вăл. Ăна ăнăçлă пĕтерсе службăна тăрсан вĕсен ĕç укçи 50 пин тенкĕрен кая пулмасть.
— Контракт енĕпе лару-тăру мĕнлерех-ши?
— Çак енĕпе службăра тăракансем пирĕн районтан та, Елчĕкрен те сахалах мар. Яла отпуска килекенсемпе калаçатăп та, кăмăлсăр пулни палăрмасть. Çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче, тĕрлĕ çар чаçĕсенче контрактпа службăра тăраççĕ. Ĕç укçи те пĕчĕк мар, чылай çăмăллăхпа усă кураççĕ. Пурăнмалли условисем те аван. Кĕçех пĕлтĕр çуркунне çара кайнисем таврăнма пуçлĕç. Вĕсене те, маларах таврăннисене те контракт çырса çара кайма чĕнетпĕр. Ман шутпа, çакăншăн ÿкĕнмелле пулмĕ.
— Андрей Анатольевич, Сире калаçушăн тавтапуç. Çурхи призыв йĕркеллĕ иртсе каясса, çамрăксем çар тивĕçне пурнăçлассинчен пăрăнмасса шанатăп.
— Çапла. Тăван çĕр-шыва сыхласси — Раççейĕн кашни гражданинĕн тивĕçĕ.
Источник: "Каçал Ен"