АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе явнă

02 апреля 2011 г.

Çак кунсенче вĕрентÿре ĕçлекенсен черетлĕ канашлăвĕ пулса иртнĕ. Унта тĕрлĕ ыйту пăхса тухнă. 2010 çулхи пĕрлехи патшалăх экзаменĕсен кăтартăвĕсене тишкернĕ, 2011 çулхи тĕллевсене палăртнă. Роспотребнадзорăн çĕнĕ йĕркисене пăхса тухнă. Ачасен çуллахи канăвне йĕркелес ыйту та айккинче тăман. Çуркунне каникул вăхăтĕнче, шыв-шур пулнă чухне ачасен асăрханулăхĕ çине те тимлĕх уйăрнă. Çулталăк вĕрентекенĕ, Президент ячĕллĕ конкурссене хутшăнасси пирки те калаçнă. Вĕрентекенсем спортпа туслă. Канашлура йĕлтĕр спорчĕпе иртнĕ ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕсене сÿтсе явнă, малашне йĕркелеме палăртнă волейбол вăййисене хастартарах хутшăнмаллине çирĕппĕн каланă. Пенси ыйтăвĕ çинче чарăнса тăнă. Çÿлерех асăннă ыйтусемпе вĕрентÿре ĕçлекенсен районти профсоюз совечĕн председателĕ А.А.Яковлев, РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн пай начальникĕ И.А.Гришина, районти вĕрентÿ пайĕн начальникĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Л.М. Антонова, информаципе методика центрĕн методисчĕсем Т.В.Долгова, З.Н.Низамова, В.Г.Петрова, тĕп инженер Н.А.Белков тухса калаçнă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика