АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуçтарăнса канашларĕç

02 апреля 2011 г.

Ял çыннин ыйтусем кашни кунах тухса тăраççĕ. Пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлени çеç вĕсене татса пама май парать. Чĕчкен ял поселенийĕнче граждансен пухăвĕ иртнĕ, унта тĕп тĕллевсене палăртнă. Çак кунсенче Аслă Чурачăк ялĕнче пурăнакансем тепĕр пухăва пуçтарăнчĕç. Ялти обществăлла ĕçсене йĕркелесе пыма ял старости суйларĕç. А.Л.Кириллов ял аталанăвĕшĕн малтан та чылай ĕç тунă. Александр Леонидович çынсемпе пĕр чĕлхе тупса кăткăс ыйтусене татса парассине йĕркелеме пултарать тесе шутларĕç. Чĕчкен ял поселенийĕн пуçлăхĕ Ю.Г.Лукиянов та, «Труд» ял хуçалăх предприятийĕн председателĕ В.П.Николаев та шыв-шура ăнăçлă ирттерсе ярас, пушартан асăрханас тата ытти ыйтусем çинче чарăнса тăчĕç. Пухăва килнисем те чĕмсĕр лармарĕç, хăйсен шухăшĕсене пĕлтерчĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика