АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн районта та пулĕç

02 апреля 2011 г.

Чăваш Республикинчи Халăх пултарулăх çурчĕ хăйтытăмлă учрежденийĕ тăтăшах тĕрлĕ мероприятисем ирттерет. Акă, кăçалхи апрелĕн 6-мĕшĕнчен пуçласа 12-мĕшĕччен Шупашкарта Чăваш Енри тата Раççейри ытти регионсенчи чăваш фольклор коллективĕсен ертÿçисем валли семинар-практикум ирттерет. Унăн теми — «Традиционное художественное творчество чувашей. Проблемы и перспективы развития». Унта вокал, халăх юрри-ташшисене вĕренни, тĕл пулусем, чăвашсен тĕррисемпе тата ал ăсталăхĕпе паллашни пулĕ. Семинара хутшăнакансем пирĕн районти социаллă-культурăллă центра та çитсе курĕç. Унти В.Павлов ертсе пыракан «Каçал» фольклор ушкăнĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, пултарулăхĕпе паллашĕç. Мари Элри, Тутарстанри, Пушкăртстанри, Ульяновск, Саратов, Самар, Оренбург, Тюмень, Пенза, Пермь, Иркутск облаçĕсенчи, Красноярск крайĕнчи фольклор коллективĕсен тата хамăр республикăри ырă ят-сум çĕнсе илнĕ ушкăнсен ертÿçисем пирĕн тăрăха çитсе курни мăнаçлантармалла.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика