30 марта 2011 г.
Ача çурални кашни çемьене савăнăç кÿрет. Пепке икĕ-виçĕ саспаллирен тăракан пĕрре-мĕш сăмахсене 4—5 уйăхранпах кăларать. Пĕрисем сăмахсене пуçласа 5—6 уйăхра калама пуçлаççĕ, теприсем — каярах, 8—9 уйăхра çеç. Çулталăка çитнĕ çĕре пур ача та ансат сăмахсене калама пуçлать. Икĕ çултан вара пепкесем сасăсене те, сăмахсене те уçăмлă каласа хăйсен шухăшĕсене пĕлтереççĕ. Вĕсем 300 сăмах пĕлеççĕ, виçĕ çултан вара калаçура 1000—1300 căмахпа усă кураççĕ.
Йĕркеллĕ ачасемех калаçма васкаман тĕслĕхсем те пур. Ку вăл вĕсен темпераментĕнчен те килет пулĕ. Хаваслă ачасем маларах калаçма ăнтăлаççĕ, лăпкă характерлисем вара йĕри-тавра мĕн пулса иртнине чылай вăхăт сăнаççĕ. Çакă пепке мĕнле лару-тăрура ÿснинчен те килет. Амăшĕ ытлашши калаçманни ачасене те витĕм кÿрет. Тепĕр чухне урăхла тĕслĕхсем те пулаççĕ. Аслисем тăтăшах пуплеççĕ, хушусем параççĕ пулсан пĕчĕкки пуçарулăха çухатать. Ун пек ÿсекен ача хăйне çынсем умĕнче хăюсăр, чĕмсĕр тытать.
Çапла вара, ача кая юлса калаçма пуçласан, вăл ăссăр тесе ан шутлăр. Унпа ачаш пулăр, унăн пуçарăвне ырлăр. Кун пек чухне пĕр çулхисем хушшинче пулни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Яланах ачапа килĕшÿллĕ саспа калаçăр, ансат сăмахсемпе усă курăр. Енчен те вăл мĕн те пулин ыйтать пулсан çак япалана сăмахпа калаттарма тăрăшăр. Ача умĕнче хăвăр кăмăлсăрланнине ан кăтартăр.
Ача чĕлхинчен тухакан сăмахсем кирлĕ пек илтĕнмесен вĕсене тĕрĕс калаттарма тăрăшăр. Пепкепе ытларах калаçăр. Ăна юмахсем вуласа парăр. Тĕрлĕ чĕр чунсен ÿкерчĕкĕсене кăтартăр. Ятарлă вăйăсем выляни те аван.
Ашшĕ-амăшне çапла сĕнес килет: енчен ачăр сирĕн сăмахсене япăх илтет пулсан тухтăр патне каймалла. Унсăр пуçне 4 çула çитсен те вăл чĕмсĕр е унăн калаçăвне ăнланма йывăр, сасăсене тĕрĕс калаймасан логопедран пулăшу ыйтмалла. Специалист сире пулăшĕ, кирлĕ сĕнÿсем парĕ.
Источник: "Каçал Ен"