30 марта 2011 г.
Çемьери хутшăнусем пирки чылай паллă педагогпа психолог ĕçсем çырса пичетленĕ. Вĕсенче ăсчахсем ашшĕ-амăшĕн ачана воспитани парассин вырăнĕ, ашшĕ-амăшĕн тата ачасен хутшăнăвĕ тата ытти ыйтусем çинче тĕплĕн чарăнса тăнă.
Пирĕн тĕллев сывлăх енчен вăйсăр ачасене ÿстерекен çемьесенчи ашшĕ-амăшĕпе ача хушшинчи хутшăнусене тĕпчесси пулчĕ. Ку тĕлĕшпе психологипе педагогика литературине тишкертĕмĕр, анкетăсем çине хуравлаттартăмăр, калаçусем ирттертĕмĕр. Эксперимент Чăваш Республикин Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин «Ал-ура тĕрекĕсĕр ачасене пĕлÿ паракан пуçламăш шкул — ача сачĕ «Шанчăк» ятарлă вĕрентÿ учрежденийĕнче иртрĕ. Диагностикăна шкул çулне çитмен ачасен 28, пуçламăш классенче вĕренекенсен 27 ашшĕ-амăшĕ хутшăнчĕ. Вĕсем пурте ал-ура тĕрекĕсĕр ачасене çитĕнтереççĕ. Анкета урлă ашшĕ-амăшĕн психологилле типне палăртрăмăр. Авторитарнăй типа 21,8 проценчĕ, невротичнăйне 9,1 проценчĕ, психосоматикăллисен шутне 29,1 респондент кĕнĕ. Вăл е ку типа кĕрекенсен ачасемпе хутшăнăвĕсем тĕр-лĕрен пулни палăрчĕ. Авторитарлисем хăйсемшĕн те, ачасемшĕн те лекнĕ йывăрлăхран тухмалли çул-йĕр шыраççĕ. Ачисемпе хăйсене кăнттам тытаççĕ, кăшкăрса пăрахма та, хĕнеме те пултараççĕ. Невротичнăй типа кĕрекенсем пассивлă, çак лару-тăруран тухмалли майсем çук тесе шутлаççĕ. Психосоматикăллисем ача йывăрлăхĕсене пытараççĕ, пăшăрханăвне ăшĕнче тытаççĕ.
Сывлăх енчен вăйсăр ачасене ашшĕ-амăшĕн ачашлăхĕ, ăнланулăхĕ кирлĕ. Çавăн чухне çеç вĕсем хăйсене юратнине ăнланаççĕ. Çакă вĕсене вăй та парать. Ыйтса пĕлнисенчен 96,3 проценчĕ хăйсен ачисемпе ачаш, ашшĕ-амăшĕсен 96,2 проценчĕ час-часах ачисемпе юнашар пулнине палăртнă. Хăйсен ачисемпе респондентсен 69 проценчĕ кăмăллă.
Ал-ура тĕрекĕсĕр ача пур çемьесенчи ашшĕ-амăшне пепки хăй тĕллĕн тăма, ларма, утма пултарайманни (43,6 процент), калаçма пĕлменни е пуплев пăсăлни (21,8 процент), ÿсĕмрен юлни (20 процент), тимсĕр пулни (16,3 процент), вĕренÿре ĕлкĕрсе пырайманни (9 процент) тата ытти кăлтăксем пăшăрхантараççĕ. Çавăн пекех ача диагнозĕ, час-часах чирлени, укçа-тенкĕ ыйтăвĕ, вăрах вăхăт сиплеме лекни, час-часах ĕç вырăнне улăштарма тивни те канăçсăрлантарать.
Кăтартусене пĕтĕмлетсе мĕн калама пулать-ха? Сывлăх енчен вăйсăр ача пур çемьесенче ашшĕ-амăшĕпе ачасем хушшинчи лару-тăрăва лайăхлатас тесе ятарлă (коррекциллĕ) ĕçсем пурнăçламалла. Унта ашшĕ-амăшне диагностика туни тата консультацисем пани, тренингсемпе вĕрентÿ занятийĕсем ирттерни, педагогика енчен пĕлÿ пани тата ытти те кĕрет. Ку енĕпе «Ăнăçлă ашшĕ-амăшĕсен клубĕ» пысăк пулăшу пама пултарать. Эпир сывлăх енчен вăйсăр, сусăр ачасен ашшĕ-амăшĕсемпе ĕçлетпĕр. Вĕсем хăйсене телейсĕр, пĕччен ан туйччăр, ачисене кирлĕ пек пăхса воспитани паччăр тесе тăрăшатпăр. Пирĕн ĕç вĕсене усă парасса шанатпăр.
Источник: "Каçал Ен"