АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Наркотиксенчен айккинче тăрăр

30 марта 2011 г.

Юлашки çулсенче çĕр-шыври шкулсенче наркотиксемпе усă куракансем йышлă пулни пăшăрхантарать. Героинпа усă курни тата та хăрушăрах. Çавăнпа та наркотика хирĕçле пропаганда ĕçĕсем тăвас ыйту çивĕч тухса тăчĕ. Ку тĕлĕшпе биологи учителĕсен ытларах ĕçлемелле. Мĕншĕн тесен вĕсем наркотик организма мĕнле сиен кÿнине лайăхрах ăнланаççĕ. Пĕр-пĕрне ăнланса калаçса ачасене наркотиксемпе сутă тăвакансем çул çитменнисене çак сиенлĕ йăлана мĕнле хăнăхтарни пирки каласа памалла. Тĕнчипех ăнлантару ĕçĕсем тăваççĕ пулин те, çамрăксем вĕсен сиенĕ çинчен пĕлсех каймаççĕ. Пирĕн шутпа, лару-тăру наркотиксем саракансем çамрăксен пуçне ăнăçлă çавăрма пултарни тата ачасем наркотиксен сиенĕ çинчен лайăх пĕлменни.

«Пурте унпа усă кураççĕ — манăн та тутанса пăхмалла». Ку тĕрĕс мар. АПШра аслă классенче вĕренекенсен 80 проценчĕ наркотиксемпе туслă мар. Çак сиенлĕ йăлана агрессивлă, кукăр алăллă, суйма юратакан, хăвăрт çилленсе каякан, хирĕçме юратакан ачасем ытларах хăнăхаççĕ. Каярахпа наркотиксем саракансем те вĕсемех пулса тăраççĕ. Çапла майпа çеç укçа-тенкĕ тума пултараççĕ.

Тепĕр япала вăл — ăна тутанса пăхасшăн пулни. Чылайăшĕ нимĕн те пулмĕ тесе шутлани. Ку — ултав. Хăш-пĕрисем пĕр-икĕ хутчен усă курсан та хăнăхса каяççĕ. Çакă организм хăйне евĕрлĕхĕнчен те килет. Хăшĕ-пĕри пĕр хутчен укол тунипех пурнăçран уйрăлать. Кокаин чĕрепе чирлисемшĕн уйрăмах хăрушă. Вăрттăн, хăй тĕллĕн хатĕрленĕ наркотиксемпе наркăмăшланнă тĕслĕхсем чылай пулнă.

Тутанса пăх, килĕшмесен пăрахатăн тесе калани те тĕрĕс мар. Шкул ачисем асаплантарнине (ломка) тухтăрсем пулăшнипе çăмăллăнах ирттерсе яма пулать тесе шутлаççĕ. Пĕр вăхăт чарăнса тăрсан та, 8—10 уйăхран каллех наркотиксем патне туртăм çĕнелет. Çакă кăмăл çирĕплĕхĕ чакнипе çыхăннă.

Теприсем сиенсĕр наркотиксем пур тесе шутлаççĕ. Тÿрех каламалла, çăмăл наркотиксем çук. Çăмăл тесе шутлакан марихуанăран хăтăлас тесе АПШра çулсерен 100 пин çын клиникăна пырать. Çак усал кăмăл çирĕплĕхне чакарать, ăс-тăн чакать, нерв клеткисем вилеççĕ, иммун системи хавшать.

Вылямалла çеç наркотик тутанса пăхни кайран организма йывăр сиенлет, пурнăçран уйăрма та пултарать. Çавăнпа та ачасене, çамрăксене наркотик текен усал япаларан айккине пăрăнма ыйтатăп. Вăл пирĕн района пырса ан кĕтĕрех.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика