30 марта 2011 г.
Район прокуратури ЧР Шалти ĕçсен министерствин экономикăлла преступленисене хирĕç кĕрешекен Комсомольскинче вырнаçнă оперативлă режимлă чаçĕн сотрудникĕсемпе пĕрле «Победа» ЯХПКра бухгалтери программипе усă курнă чухне автор тата хутăш правасене мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ. Бухгалтери пÿлĕмĕнчи компьютерăн система блокĕпе паллашнă.
«Победа» ЯХПКра бухгалтери отчетлăхне тытса пыма магнитлă хытă диск çинче саккуна пăсса «1 С: Предприятие 7.7» программа пур. Ăна 2007 çулхи декабрĕн 7-мĕшĕнче вырнаçтарнă. Лицензи çук. Çакă РФ Гражданла кодексĕн 1229, 1259, 1270 статйисене пăсни пулать. Асăннă программăн хуçи «1 С» ЗАО шутланать. «1 С: Бухгалтерия 7.7 ПРОФÇИТС USB» программăн сутлăх хакĕ 12960 тенкĕпе танлашать.
Саккунпа килĕшÿллĕн РФ Уголовлă Кодексĕн 146 статйин 2 пайĕпе çыхăннă преступлени пулманнине çирĕплетсе ЯХПК председателĕ В.И.Ефремов пирки уголовлă ĕç пуçарман. Çапах та ăна административлă майпа явап тыттарасси пирки йышăну тунă. Айăпĕ — тупăш илес тесе саккуна пăсса произведени е фонограмма экземплярĕсемпе усă курни. Район прокуратурин хушăвĕпе ЯХПКри айăплă çынна дисциплинарлă майпа явап тыттарма йышăннă. Районти пĕрремĕш номерлĕ суд участокĕн миравай судйи В.И. Ефремова 10 пин тенкĕ штрафлама, контрафактлă продукцие тата оборудование (система блокне) конфискацилесси çинчен постановлени кăларнă. Вăл вăя кĕмен-ха.
Источник: "Каçал Ен"