30 марта 2011 г.
Пирĕн районти Комсомольски почта уйрăмĕнче 15 çын ĕçлет. Вĕсем пурте шаннă ĕçе пахалăхлă туса пыраççĕ. Хăйсен умне лартнă тĕллевсене вăхăтра пурнăçлас тесе ăнтăлаççĕ.
Почта уйрăмĕнче паянхи кун 9 яла хаçат-журнал саланать. 9 почтальон Комсомольски, Виçпÿрт, Çĕнĕ Шăхран, Киров, Дубовка, Васильевка, Эткер, Кĕçĕн тата Çĕнĕ Каçал ялĕсенче пурăнакансен ыйтăвĕсене тивĕçтерессишĕн тимлеççĕ.
Çак почта çыхăну уйрăмĕнче маттур почтальонсем тăрăшаççĕ. Уйрăмах вĕсенчен Н.А. Тимофеева хастар.
Надежда Анатольевна Комсомольскинче çуралса ÿснĕ. Вăтам шкултан вĕренсе тухсан вăл Хусанти çыхăну училищине вĕренме кĕрет. Алла телефонист дипломне илсен Комсомольскинчи почта уйрăмĕнчи 1-мĕш номерлĕ çыхăну пайĕн начальникĕнче ĕçлеме пикенет. Район администрацийĕн патшалăх статистика пайĕн инспекторĕнче 3 çул, 7 çула яхăн парти райкомĕнче тăрăшать. 1991 çултанпа Н.Тимофеева — Комсомольскинчи почта çыхăну уйрăмĕн почтальонĕ. Ун пирки райцентрта пурăнакансем лайăхпа кăна калаççĕ. «Ырă кăмăллă, сăпайлă çын» теççĕ Надежда Анатольевна пирки.
«Ĕçе питĕ килĕштеретĕп. Ун пек пулмасан çакăн чухлĕ ĕçлеймĕн те. Комсомольскинчи Чапаев, Советская, Заводская тата ытти урамсенчи çынсем патне вăхăтра хаçат-журнал çитерме тăрăшатăп»,— тет почтальон.
Надежда Анатольевна хăйĕн шăпине район каччипе — Анатолий Георгиевич Тимофеевпа çыхăнтарнă. Виçĕ ача çуратса ÿстернĕ, тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă вĕсем.
Марина Чернова почтальон та ĕçре тăрăшуллă. Хĕр ача вăтам шкултан вĕренсе тухсан Сĕнтĕрвăрринчи 11-мĕш номерлĕ училище пĕтернĕ. Тăван ене таврăнсан малтан «Рябинушка» 2-мĕш номерлĕ ача-садĕнче тата ытти çĕрте те тăрăшнă. Комсомольскинчи почта çыхăну уйрăмĕнче 2010 çултанпа ĕçлет. Марина Геннадьевна икĕ хĕр ача ÿстерет. 4-мĕш тата 1-мĕш классене çÿрекен Сашăпа София вара амăшне лайăх паллăсемпе кăна савăнтараççĕ.
«Ĕçĕ йывăр пулсан та плана тултарса пыраççĕ. Кирек мĕнле çанталăкра та çырăнакансем патне çитме, вĕсен ыйтăвĕсене тивĕçтерме тăрăшаççĕ»,— тет почта çыхăну уйрăмĕн начальникĕ М.А.Индюкова почтальонсем пирки.
Источник: "Каçал Ен"