АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Панă сертификатсен шучĕ 700-тен иртнĕ

30 марта 2011 г.

РФ Пенси фончĕн Комсомольски районĕнчи управленийĕн ĕçченĕсем тăтăшах Амăшĕн (çемье) капиталне илмеллине патшалăх сертификатне савăнăçлă лару-тăрура параççĕ.

Акă вĕсем мартăн 28-мĕшĕнче те çавăн пек мероприяти йĕркелерĕç. Пухăннисене малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Ф.Волков саламларĕ. «Маншăн чи хитре хĕрарăм сăнарĕ вăл — кăкăр ачине хăйĕн çумне ачашшăн çупăрлакан. Патшалăх паянхи кун темиçе ачаллă çемьесене чылай пулăшать. Тĕслĕхрен, сертификат панисĕр пуçне виççĕмĕш ача çуратакана çĕнĕ саккун тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕ илме те май парать»,— пĕлтерчĕ Геннадий Федорович.

Ун хыççăн РФ Пенси фончĕн Комсомольски районĕнчи управленийĕн начальникĕ С.В. Горбунов сăмах илчĕ. «Районта 2007 çултанпа çак сертификата илнисен шучĕ 700-тен те иртнĕ»,— терĕ Сергей Валерьевич. Малалла вăл сертификатпа ăçта усă курмалли çинчен кĕскен каласа пачĕ.

Савăнăçлă лару-тăрура Татьяна Петровна Архипова, Лилия Минсагитовна Сахрова, Татьяна Михайловна Федорова, Галина Германовна Волкова, Разина Минзекиевна Камалдинова тата Сириня Расыховна Айнетдинова сертификатсем илчĕç.

Ĕçпе тивĕçтерекенсенчен ача амăшĕсене Т.И.Кузьмина, А.А.Маурин, Т.С.Тимергалеева, И.Н.Долгова тата ыттисем те саламларĕç, парнесем пачĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика