26 марта 2011 г.
«Укçа пĕтерсе Шупашкара та каймалла мар. Хамăр патрах вĕсенчен кая мар чаплă концерт лартса пама пултараççĕ»,— çак сăмахсене темиçе çынран та илтрĕм. Çаксем суя сăмахсем мар. Нумаях пулмасть Аслă Чурачăкри социаллă-культурăллă центрта районта ирттерекен «Чаршав уçăлсан»фестивалĕн зонăри конкурсĕ пулчĕ. Аслăчурачăксем «Салтака ăсатни» постановкăпа халăх умне тухрĕç. Тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем пулчĕç унта. Пенсионерсем те, предпринимательсем те, ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсем те юрă-ташăпа туслă. Сцена çинче хăйсене чăн-чăн артистсем пекех тытрĕç. Сценарие инсценировка евĕр йĕркеленĕ. Юрларĕç те, ташларĕç те. Залра ларакансем алă çупса хавхалантарса пычĕç.
Çак кун Аслă Чурачăкри социаллă-культурăллă центрта Кайнлăк ял поселенийĕн художество пултарулăх коллективĕ те сцена çине тухмалла пулнă. Транспорт тупайманнипе вĕсем килеймен.
«Салтака ăсатни» номер хыççăн юрăсем чарăнмарĕç. С.Просвирнов, «Илем» ушкăн сцена çине тухрĕç. Залра ларакансем вĕсене хапăлласа йышăнчĕç.
Источник: "Каçал Ен"