АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Право урокĕсем иртрĕç

26 марта 2011 г.

 

Районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн хушăвĕпе кашни шкул çумнех милиционера çирĕплетнĕ. Вĕсем тăтăшах унта пулса право урокĕсем ирттереççĕ. Калаçусен тĕп тĕллевĕ — ачасем уроксене каймасăр çапкаланса çÿрессине, саккуна хирĕçле ĕçсем тăвассине чарса лартасси, вĕсене физкультурăпа тата спортпа туслаштарасси, хăйсен прависемпе паллаштарасси.

Акă, иртнĕ кунсенче те пакунлă çынсем нумай шкулта пулса право урокĕсем йĕркелерĕç. Никамшăн та вăрттăнлăх мар ĕнтĕ, шкулсенче япаласем çухалнă тĕслĕхсем чылай. Шкулта кĕсье телефонĕ тата ытти пурлăх ан çухалтăр тесен коридорсемпе классене видеосăнав приборĕсем вырнаçтармалла.

Уроксем пуçланиччен тата тăхтавсем вăхăтĕнче педагогсен йышĕнчен коридорта дежурнăй тăмалла. Унсăр пуçне ачасем шкула килсен тата киле кайиччен хывăнса тăхăннă чухне класс ертÿçин пĕрле пулмалла. Террорла актсенчен, аварисенчен асăрхаттаракан, преступлени тунăшăн уголовлă йĕркепе асăрхаттарни çинчен калакан информацисен стендне хатĕрлесе çакмалла. Ун пек стендсем хăш-пĕр шкулсенче çук.

Çавăн пекех милици сотрудникĕсем «Алкоголе пула пурнăç пĕтет» ятлă класс сехечĕсене те хутшăнчĕç. Вĕсем районти шкулсенчи аслă классенче вĕренекенсемпе тĕл пулусем йĕркелерĕç, ыйтусем çине тулли хуравсем пачĕç. Милиционерсем вĕренекенсене эрех-сăра çамрăксемшĕн, уйрăмах хĕрсемшĕн, мĕн тери хăрушă пулнине каласа пачĕç. Çамрăк организм наркотикпе алкоголь витĕмне çăмăллăнах парăнать çав. Эрехпе иртĕхни — тĕрĕс мар воспитани илни, çемçе кăмăл тата йĕркесĕрлĕх палли, вăхăтра чарăнмасан çак усал йăла чире куçма пултарать.

Юлашкинчен ашшĕ-амăшĕсене те хытă асăрхаттарасшăн: ачăр шăпи — сирĕн аллăрта. Вăл кампа çÿрени, мĕн хăтланни чи малтанах сире пăшăрхантармалла. Ачăрсемпе час-часах кăмăлтан калаçма тăрăшăр, вĕсен сирĕнтен вăрттăнлăх пулмалла мар.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика