26 марта 2011 г.
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи кĕрлесе иртнĕренпе кăçал 66 çул çитет. Майăн 9-мĕшĕччен вăхăт нумаях та юлмарĕ ĕнтĕ. Ăна чыслăн паллă тăвассипе çыхăннă мероприятисен планĕ хатĕр те пулĕ. Ветерансем, пирĕн хисеплĕ çыннăмăрсем, уйăхсерен сахаллансах пыраçĕ. Чĕрĕ-сывă пурăнакансем, паллах, парнесĕр юлмĕç. Анчах та РФ правительстви те, Чăваш Республикинчи, район администрацийĕнчи яваплă пуçлăхсем яланах вăрçă ачисене манса хăварнă. Хăшĕ-пĕри хăйсен ашшĕсене курман та. Пĕчĕкрех пулнă пулсан сăнĕсене те ас тумаççĕ. Вĕсен ашшĕсем те паянхи кун кăкăр тулли орден-медальпе тăракан фронтовиксемпе танах юн тăкнă, хаяр çапăçусенче пуçĕсене хунă. Ку сăмахсене эпĕ хам ятран каламастăп. Манăн несĕлсем те фронтра пулнă. Паянхи кун пурăнакан, вăрçа пула ашшĕсĕр тăрса юлнă çынсен сăмахĕсем çаксем. Темĕнле хĕн пулсан та, пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă вĕсем. Çапах та ачалăх кунĕсем чĕресенче хăварнă тарăн суран йĕрĕсем халĕ те сипленеймеççĕ.
Редакцире тĕл пулсан та, ялсенчи çынсемпе калаçсан та вăрçа пула тăлăха юлнисен сăмахĕсем чуна ыраттараççĕ.
«Тантăшсен ашшĕсем вăрçăран таврăнчĕç те, вĕсем хĕпĕртетчĕç, «ман атте» сăмах хăлхаран кайманни куççуль кăларатчĕ. Çумра çук пирĕншĕн хаклă çыннăмăр»,— тесе каласа пачĕ пĕр хĕрарăм. Куçĕсенчен шăрçаланса куççулĕ юхса тухрĕ. Ун пек шăпаллă çынсем хальлĕхе пирĕн районта пур-ха. Вĕсен йышĕ те ветерансемпе пĕрлех чакать, вăрçă вăхăтĕнче ÿснĕ ачасем (халĕ ĕç ветеранĕсем ĕнтĕ) те пирĕнтен уйрăлса каяççĕ.
«Выçăллă-тутăллă пурăннă эпир. Тăхăнмалли пулман. Укçи-тенки çитмен. Хамăр тăрăшнă. Аманса та пулин килнĕ ар çынсем (ашшĕсем) çине ăмсанса пăхаттăмăр. Вăл çемьесенчи ачасен пурнăçĕ пăртак та пулин пирĕннинчен çăмăлрахчĕ»,— терĕ тепĕр хĕрарăм.
«Пăхатăп та, вăрçă ветеранĕсен ывăлĕсем çеç мар, мăнукĕсем те РФ правительстви парнеленĕ çăмăл машинăсемпе ярăнса çÿреççĕ. Ашшĕсен, кукашшĕсен, аслашшĕсен укçипе усă кураççĕ. Ку сăмахсене хытăрах, ăмсаннă пек каларăм та пулĕ, каçарăр. Эпир вара, вăрçă вăхăтĕнче çитĕннисем, нимĕнле çăмăллăх та курман». Çак сăмахсем тепĕр çын каланисем.
Вăхăт иртет. Аса илÿсем юлаççĕ. Вĕсемпе пĕрлех чун ыратăвĕ те. «Вăрçă ветеранĕсене чысланă чухне çапăçу хирĕнче выртса юлнă ашшĕсен ачисене те правительствăн пĕчĕк пулăшу та пулин памалла тесе шутлатăп. Çĕнтерĕве халь пурăнаканнисем çеç туман-çке». Çаксем тепĕр çын чун-чĕринчен тухнă сăмахсем.
Мĕншĕн илсе кăтартрăм-ха вĕсене? Каларăм ĕнтĕ, вăрçă вăхăтĕнче çитĕннисем нумай йывăрлăх курнă. Çĕнтерÿ кунĕнче вĕсене чечек çыххи парнелени те чун-чĕрисенче мăнаçлăх туйăмĕ çуратĕ, малалла пурăнма хавхалантарĕ.
Манас марччĕ вĕсене, манас марччĕ.
Источник: "Каçал Ен"