26 марта 2011 г.
Мартăн 22-мĕшĕнче Урмаел вăтам шкулĕнче районти IV «Акăлчан чĕлхи — 2011» конкурс иртнĕ. Вăл виçĕ номинаципе пулнă: «Чи лайăх урок», «Вĕрентекен пултарулăхĕ» тата «Вĕренекен пултарулăхĕ». Çак конкурсра пурĕ 10 урок кăтартнă.
Сăмахран, Т.П.Иванова (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ) 4-мĕш «а» класра вĕренекенсемпе урок-ăмăрту ирттернĕ. А.З.Фаткуллина (Урмаел вăтам шкулĕ) улттăмĕшсемпе «Лондонри тăван», А.Н.Сорокина (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ) 10-мĕш «б» классемпе «Фонетика конкурсĕ», Г.К.Зиганшинапа М.А.Сулейманова (Урмаел вăтам шкулĕ) 10-мĕш «а» тата 11-мĕш «а» классемпе «Паллă космонавтсем», «Изобретения и изобретатели» ятлă уçă уроксем кăтартнă. Çавăн пекех С.И.Афки (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ ), С.Н.Леонтьева (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ), Г.И.Смирнова (Нĕркеç вăтам шкулĕ), Л.П.Поргунова (Аслă Чурачăк вăтам шкулĕ) тата В.П.Макарова (Анат Тимĕрчкасси тĕп шкулĕ) хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă.
Ăсталăхне кăтартнă педагогсем районти IV методика шухăшĕсен конкурсĕсен лауреачĕсем пулнă.
Район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕ конкурса хутшăннă учительсене Хисеп грамотисем парса чысланă.
Источник: "Каçал Ен"