АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хурт-хăмăрçăсем пĕрле пуçтарăнчĕç

26 марта 2011 г.

Çурхи кунсем çывхарса килнĕ май, нумаях пулмасть районти утарçăсем, ялсенчи хурт-хăмăр ăстисем яланхиллех хăйсен çулсеренхи канашлăвне пуçтарăнчĕç. Пыл хурчĕсем хĕл каçнă хыççăн хăйсен сумлă ĕçне кÿлĕнме васкаççĕ вĕт-ха. Çавăнпа пурин те калаçмалли нумай, сÿтсе явмалли те сахалах мар.

Канашлăва кĕске сăмах каласа район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп зоотехникĕ К.Г.Гимальдинов уçрĕ. Кун йĕркин пĕрремĕш ыйтăвĕпе районти хурт-хăмăр енĕпе ĕçлекен зоотехник М.Г.Пильщикова тухса калаçрĕ. Вăл хурт-хăмăр отраслĕн 2010 çулхи ĕçĕ çинче чарăнса тăчĕ тата кăçалхи çуркуннехи-çуллахи задачăсене уçса пачĕ. «Вĕлле хурчĕпе хурт-хăмăр ăсти пĕрле килĕштерсе ĕçлесен кăна пыл илессине ÿстерме пулать»,— терĕ хăйĕн докладĕнче Мария Григорьевна. Паян районти хуçалăхсенче тата ялсенче (уйрăм хурт-хăмăрçăсем) виçĕ пин ытла хурт çемйи тытаççĕ. Тишкерни çакна кăтартса парать: ялсенчи хурт-хăмăр ăстисем кашни вĕллерен, хуçалăхсенчи утарсемпе танлаштарсан, икĕ хут нумайрах пыл илеççĕ. Çакă, паллах, вĕлле хурчĕсемпе мĕнле ĕçленинчен килетех. Иртнĕ çулхи шăрăх çанталăка пула пĕлтĕр кашни вĕллерен районти утарсенче вăтамран 7,5 килограмм çеç пыл юхтарса илнĕ. Çакă 2009 çулхинчен 6 килограмм сахалрах. Кăçалхи çуркунне те хурт-хăмăрçăсемшĕн йывăрлăхсем пулаççех, çавăнпа çак тапхăрта хуртсем çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмалла.

Хуртсене вилесрен сыхламалли мерăсем çинчен тата утарсене паспортизацилемелли пирки канашлăва пуçтарăннисем умĕнче районти ветбаклаборатори заведующийĕ С.А.Васильев сăмах илчĕ. Вĕлле хурчĕсене тĕрлĕ чир-чĕртен хÿтĕлемелли чылай мелсемпе паллаштарчĕ. Ун патне залра ларакансенчен те ыйту нумай пулчĕ.

Канашлу ĕçне республикăри хурт-хăмăр агентствин генеральнăй директорĕ Г.А.Максимов хутшăнчĕ. Çав тери тимлесе итлерĕç унăн сăмахне утарçăсем. Геннадий Антонович хурт-хăмăр аталанăвĕнчи çĕнĕлĕхсем çинче нумай чарăнса тăчĕ. Хăйĕн сăмахне пĕлтерĕшлĕ тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пачĕ.

Докладсене сÿтсе явма залра ларакан кашни хурт-хăмăрçă хутшăнчĕ тесен те юрать. Хăшĕ хăйĕн ĕçĕнчи тĕслĕхсемпе паллаштарать, тепри пурне те кăсăклантаракан ыйту çине тулли хурав илесшĕн. Акă, сăмахран, Комсомольскинчи хурт-хăмăр ăсти Г.А.Титов семинар-канашлу ĕçĕпе çав тери кăмăллă пулнине палăртрĕ. Вĕлле хурчĕ çинчен кинофильм кăтартни те канашлу ĕçне чылай пуянлатма пулăшрĕ. Гурий Александрович пĕлтĕр хурт-хăмăр агентстви Муркаш районĕнче «Пыл уявĕ» ирттерни пирки те çĕкленÿллĕ кăмăлпа каласа пачĕ. Çак уява хăй те хутшăннă-çке. «Канашлусене ытларах ирттерни те пăсăклă пулмĕ, уйрăмах çуллахи хĕрÿ тапхăрта пĕр-пĕр утарта»,— терĕ Гурий Александрович хăйĕн сăмахне вĕçлесе.

Шурутран килнĕ хурт-хăмăр ăсти А.И.Козлов сăвăслансемпе кĕрешмелли хăйĕн паха меслечĕ çинчен каласа пачĕ. Унăн вĕллисем вăрманта. Утарне сăвăслансем иленнĕ. Вĕсемпе кĕрешмелли çăмăл меслет шыраса тупнă вăл. Пластик бутылкăсене кивĕ сăра е кĕрчеме ярать, çÿл енчен, айккинчен шăтăк (чÿрече) касса уçать, вĕсене йывăçсем çине çака-çака тухать. Сăвăслансем çав бутылкăсенче хăйсен вилĕмне тупаççĕ.

Республикăри хурт-хăмăр агентствин генеральнăй директорĕ ĕçре палăрнă хурт-хăмăрçăсене асăнса хăварчĕ. Акă, иртнĕ çул «Асаново» ял хуçа-лăх кооперативĕн утарçи А.М. Яковлев кашни вĕллерен 11,6 килограмм пыл юхтарса илме пултарнă. Вăл 50 вĕллепе ĕçлет. Çак ĕçре 20 çул ытла вăй хуракан тăрăшуллă хурт-хăмăр ăстине Геннадий Антонович агентствăн Хисеп грамотипе тата парнепе чысларĕ. Çак хисепех «Восток» кооперативăн утарçи (40 вĕлле) А.Н.Львов та тивĕçрĕ.

Васильевка ялĕнче пурăнакан А.В.Тихонов хурт-хăмăр ăсти вара вĕллесенчен илекен тĕрлĕ продукцие (ăвăс, прополис, мерва тата ытти те) агентствăна чылай парать. Вăл та асăннă наградăна тата парнене тивĕç пулчĕ.

Утарçăсемшĕн канашлу усăллă иртрĕ тесе каламалла.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика