26 марта 2011 г.
Пăшăрхантаракан ыйтусене çуллахи вăхăтра кĕтÿ хăваланă чухне е хальхи вăхăтра магазинра тата ытти çĕрте пуçтарăнсан çеç пĕлтермелле мар. Ял поселенийĕсем çулталăкра мĕнле ĕçлесе пынипе ятарласа паллаштарса, малашнехи тĕллевĕсене палăртса çулсеренех граждансен пухăвĕсене ирттереççĕ. Çак кунсенче Аслă Чурачăкри социаллă-культурăллă центрта та иртрĕ вăл. Чĕчкен ял поселенийĕн пуçлăхĕ Ю.Г.Лукиянов пурнăçланă ĕçсем çинчен отчет тунă май халăха тÿрех ыйту пачĕ: «Эпир ăçта ĕçлесе çитереймен? Ял поселенийĕн администрацийĕн хăш енĕпе ĕç-хĕле çĕнетмелле? Сирĕн сĕнĕвĕрсене, шухăшăрсене кĕтетпĕр»,— терĕ вăл. Калаçакансем пулчĕç-ха, анчах та тĕплĕ, яла малашне аталантарса пымалли тĕллевсем пирки сăмах сахалрах пулчĕ.
Юрий Геннадьевичăн отчетĕнчи хăш-пĕр цифрăсене çеç илсе кăтартасшăн. Аслă Чурачăк тата Чĕчкен ялĕсенче пурĕ 446 хуçалăх шутланать, вĕсенче 1646 çын пурăнать. Чĕчкенте пурăнакансен йышĕ пысăкрах. Икĕ ялта 480 пуç мăйракаллă шултра выльăх тытаççĕ. Вĕсенчен 251-шĕ — ĕнесем. Ытти выльăх-чĕрлĕх те усраççĕ. Хурт-хăмăрпа ĕçлекенсем те пур. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕлле хурчĕсен шучĕ 118 çемье шутланать. Килти хушма хуçалăхра лашасем те пур.
Пĕлтĕр 17 ача кун çутине килнĕ, 18 çын пурнăçран уйрăлнă. Иртнĕ çул çемье çавăрнисен йышĕ ÿсни савăнтарать. 2010 çулта çамрăксем пурĕ 12 туй тунă.
Ю.Лукиянов тата ытти цифрăсене те асăнчĕ. Вĕсене пурне те пĕлтерни вулакансемшĕн интереслех те мар пулĕ. Чи пĕлтерĕшли — унăн отчетĕнче типĕ цифрăсемпе фактсем пулманни.
Мĕншĕн çапла пулнă, çитменлĕхсем мĕнрен килнĕ тата ытти сăлтавсемпе çыхăннă ыйтусем çине хуравларĕ.
Кăçалхи çул юр нумай çурĕ. Ял поселенийĕпе «Труд» ял хуçалăх предприятийĕ тăрăшнипе ялти урамсене, çавăн пекех тăкăрлăксене те юртан тасатса тăнă. Нумаях пулмасть Аслă Чурачăк ялĕнче кÿлĕ чаврĕç. Вăл шывпа тивĕçтермелли пĕлтерĕшлĕ объект пулмалла. Ун патĕнче хальлĕхе ĕçсем вĕçленмен-ха. Ял поселенийĕн пĕлтĕрхи ĕç-хĕлне халăх «лайăх» хак пачĕ. Ку ахальтен мар.
Чăннипех те икĕ ял халăхĕ аван условисенче пурăнтăр тесе тăрăшаççĕ. Ял поселенийĕн администрацийĕн ĕçĕ-хĕлĕ тĕрлĕ енлĕ. Вĕрентÿ, сывлăха сыхлас ĕç, преступление хирĕç кĕрешни, пушар хăрушсăрлăхĕ, суту-илÿ... Çак енĕпе ĕçлекен яваплă çынсен отчетне те итлерĕ халăх. Ялсен старостисем яланах çынсем хушшинче. Вĕсен те каламалли, сĕнÿсем памалли пулчех.
Çĕр ял çыннине яланах хумхантарнă, пăшăрхантарнă. Пухура та ку ыйту çивĕч тăчĕ. Калаçакансем чылайăн пулчĕç. «Труд» ял хуçалăх кооперативĕн председателĕ В.П.Николаев та çĕр ыйтăвĕ çинче чарăнса тăчĕ. Кооператива сыхласа хăварасси ялсенче пурăнакансенчен нумай килнине палăртрĕ.
Пуху ĕçлĕ лару-тăрура иртрĕ, кирлĕ йышăнусем турĕ.
Источник: "Каçал Ен"