26 марта 2011 г.
Мартăн 21-мĕшĕнче район администрацийĕ çумĕнчи санитарипе эпидемиологи комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ун ĕçне комисси председателĕ Георгий Киргизов ертсе пычĕ. Кун йĕркине пĕртен-пĕр ыйту кĕртнĕ — «Комсомольски районĕнче социаллă пĕлтерĕшлĕ чирсенчен асăрхаттарасси тата вĕсемпе кĕрешесси» тĕллевлĕ программăн «Вакцинопрофилактика» тата «Туберкулез» çумпрограммисене епле пурнăçлани». Район больницин тĕп врачĕ Фанис Асейнов çак ыйтупа сăмах илчĕ. Вăл районта пурăнакансене тĕрлĕ чиртен сыхлама мĕнле прививкăсем туни çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Социаллă чирсенчен йывăрри, хăвăрт сарăлаканни – туберкулез. Районта унпа чирлĕ 13 çынна шута илнĕ, медицина ĕçченĕсем чирлĕ çынсен çемье членĕсене те туберкулез ан ертĕр тесе профилактикăлла мероприятисем ирттереççĕ. Дифтери, столбняк, корь, полиомиелит, коклюш чирĕсене вара чылайранпа тупса палăртман. Çакă районти сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсен ĕçченĕсем хăйсен ĕçне тĕплĕ тунине пĕлтерет ĕнтĕ.
Роспотребнадзорăн Патăрьелĕнчи территориллĕ уйрăмĕн начальникĕ Надежда Сергеева та комисси ларăвне хутшăнчĕ. Надежда Михайловна кун йĕркине кĕртнĕ ыйтупа ĕçлĕ канашсем пачĕ, çынсен сывлăхне упрассипе аванрах ĕçлеме сĕнчĕ. Комисси членĕсем çак ыйтупа тивĕçлĕ йышăну турĕç.
Источник: "Каçал Ен"