26 марта 2011 г.
Çурхи ака-суха ĕçĕсене юсавлă техникăпа çеç пахалăхлă пурнăçлама пулать. Çакна ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисемпе специалисчĕсем те, механизаторсем те питĕ лайăх ăнланаççĕ. Пур çĕрте те юсав ĕçĕсем пыраççĕ.
«Слава картофелю» агрофирмăн машинăпа трактор паркĕ Йăлмахва ялĕнче вырнаçнă. Кăçал районти техника тĕрĕслевĕ вĕсем патĕнчен пуçланчĕ. Паллах, хатĕрленсе çитме çанталăкĕ те памарĕ. Апла пулин те комисси техосмотра тăратнă техника хатĕрĕсем çинче пысăк кăлтăксемех курмарĕ. Тракторсен бамперĕсене кирлĕ виçерен ытларах кăларса вырнаçтарнă, авари знакĕсем çук.
Ку агрофирмăри трактористсен çу кунĕсенче нумай ĕç тума тивет. Федераллă трасса çине те тухаççĕ вĕсем. Çавăнпа та яваплăх пысăк. Пур механизаторăн та удостоверенийĕсем кирлĕ шайра. Кадрсем енĕпе проблемăсем çук.
Комисси мартăн 24-мĕшĕнче «Слава картофелю» агрофирмăн тата «Комсомольские овощи» ОООн 24 техникипе паллашрĕ. Пилĕк «Джон Дир», çĕнĕ йышши МТЗ тракторсем, 2 автопогрузчик паян тесен паян ĕçе тухма хатĕр. «РТМ-160» маркăллă хăватлă техника хальлĕхе республикăри 2 районта çеç. «Çавăнпа та унпа паллашма чылай çĕртен килеççĕ. Ун пек техникăна хăйсем патĕнче те курасшăн»,— кĕскен пĕлтерчĕ агрофирма механикĕ Р.Салеев. Тăрăшсан, хавхалану пулсан техника та йĕркеллĕ ĕçлет, ĕçĕ те ăнса пырать. Çак шухăшсене механизаторсемпе ирттернĕ канашлура патшалăх техника надзорĕн тĕп инспекторĕ С.Н.Кокарев палăртрĕ, ĕçре ăнăçу сунчĕ. Район администрацийĕн ĕç сыхлавĕ енĕпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ Н.В.Прокопьев техника тата ĕç хăрушсăрлăх ыйтăвĕсем çинче чарăнса тăчĕ. «Инкекĕ ан пултăр-ха вăл. Анчах та нуша куçа курăнса килмест. Çавăнпа та темĕнле чаплă техникăпа ĕçлесен те асăрханулăх çинчен манмалла мар»,— терĕ вăл.
Кĕçех ытти ял хуçалăх кооперативĕсенче те техосмотр иртĕ. Тĕрĕслев комиссие çеç кирлĕ мар. Водительсемпе механизаторсен яваплăха ÿстермелле. Юсавлă техника хăрушлăх та кăларса тăратмĕ, ĕç тухăçлăхне те ÿстерме пулăшĕ, укçа-тенкĕ те ытларах ĕçлесе илме май парĕ.
Источник: "Каçал Ен"