26 марта 2011 г.
Мартăн 23-мĕшĕнче Нĕркеç ялĕнчи культура çуртĕнче Комсомольскинчи культурăпа кану центрĕн «Çуркуннехи ритмсем» халăх вокал ансамблĕ пысăк концертпа сцена çине тухрĕ. Ансамбле чылай çул ĕнтĕ Альбинăпа Виктор Кокшинсем ертсе пыраççĕ. Нĕркеçсемшĕн çак кун чăн-чăн уяв пулса тăчĕ. Ансамбльти артистсем халăх юррисене те шăрантарчĕç.
Сăмах май, «Çуркуннехи ритмсем» ансамбль районта, республикăра кăна мар, ытти регионсенче иртекен конкурссемпе фестивальсене те хутшăнать, Дипломсемпе хаклă парнесене тивĕçет.
Источник: "Каçал Ен"